ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сÿтсе явмалли ыйту чылай

22 февраля 2013 г.

Февралĕн 20-мĕшĕнче пирĕн района Пĕрлехи информаци кунне ирттерме тĕп хуламăртан ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Унăн йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ОООн генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин руководителĕн çумĕ Р.П.Лебедева, «Чувашавтодор» АУОн генеральнăй директорĕн çумĕ С.Н.Лекарев тата ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин руководителĕн çумĕ Т.И.Михайлова пулчĕç. Информкунăн тĕп теми — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва халăхпа сÿтсе явасси. Шупашкартан килнĕ хăнасем темиçе ушкăна пайланса Хырхĕрри, Хирти Сĕнтĕр, Тукай, Чĕчкен тата Комсомольски ял поселенийĕсене çитрĕç.

Р.П.Лебедевăпа район администрацийĕн экономика, харпăрлăх тата çĕр ыйтăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ С.Г.Ульдина Хирти Сĕнтĕр ял поселенине çул тытрĕç. Нĕркеç вăтам шкулĕнчи тĕл пулу уйрăмах тухăçлă иртрĕ. Чи малтанах информаци кунне ирттерме килнисем шкул коллективĕпе ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕн тĕп саманчĕсене сÿтсе яврĕç, унтан пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Педагогика ĕçченĕсене шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ парасси, вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасен апатланăвне йĕркелесси, ĕç укçи виçи епле улшăнасси ытларах пăшăрхантарни палăрчĕ. Унсăр пуçне сывлăх сыхлавĕпе, ялсенчи пурăнмалли условисене лайăхлатассипе, хуçасăр йытăсемпе çыхăннă çивĕч лару-тăрăва йĕркене кĕртессипе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç. Хăнасем кашнин çине тивĕçлĕ хурав тупма тăрăшрĕç, йывăрлăхсене çĕнтермелли мелсем сĕнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика