ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вутлă çумăр айĕнче çыратăп…"

25 октября 2014 г.

Çĕнĕ Кипеç ялĕнче 1923 çулта çуралнă Георгий Григорьевич Можаев 17 çул тултарсанах Армени ССРĕнчи Кировокан хулине ĕçлеме тухса кайнă. Кунтанах нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма фронта ăсанать. Связист пулнă вăл. Çапăçусем лăпланнă самантра çырнă çырăвĕсем, 30 яхăн, упранса юлнă. Вĕсене йĕмесĕр вулаймастăн.

Георгий тете хăй чĕрĕ чухне кăкăрĕ çине "Паттăрлăхшăн" 3 медаль çакма ĕлкĕрнĕ. Тăваттăмĕшне, унăн наградине, нумаях пулмасть илтĕмĕр. Георгий тете çинчен мана асанне те, асатте те нумай каласа кăтартнă. Кировоканра вăл авланнă, мăшăрĕ Патăрьел районĕнчи Упи ялĕнчен. Ачине нимĕçсем вĕлернĕ, арăмĕ Чăваш Ене таврăннă.

Г.Можаев 1943 çулхи çурла уйăхĕнче Севастополе хỹтĕленĕ чухне пуç хунă. Вилнĕ пулсан та вăл яланах пирĕн чĕрере. Унăн пурнăçĕ, паттăрлăхĕ çинчен ачисемпе мăнукĕсем валли çемье альбомĕ йĕркелерĕмĕр. Çав альбомра вăл вăрçăран янă çырусем те упранаççĕ. Çырăвĕсене алла илмессерен куçран куççуль юхать. Асанне эпĕ шкултан килессе кĕтнине аса илетĕп. Георгий тетен çырăвĕсене мана вулаттаратчĕ. Эпĕ вуланă чухне шăппăн йĕретчĕ. Юлашки сывлăшĕ тухичченех асанне ывăлне кĕтрĕ. Асанне те, Георгий тетен шăллĕ Ванюш та пирĕн хушăра текех çук ĕнтĕ. Çырăва çыраканĕ Ванюшăн хĕрĕ - Галя.

Акă вĕсем - реликви вырăнне упранакан, фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусем. Орфографипе стиле упраса хăварнă.

"1942 çулта, 5-мĕш апрельте çыратăп çыру. Пурсăра та салам! Ванюш, спасибо мана хисеплесе çыру янăшăн. Питĕ савăнтăм. Эсир çырнă çырăва ĕнер окопра выртнă чух, пуçа çĕклеме çук пульă шăхăрнă вăхăтра илсе вуларăм. Паян, нимĕçе хăваласа, пĕр ял йышăнтăмăр. Çавăнпа çыратăп ку çырăва. Атте, 4 уйăх вăрçăра, хăв пĕлетĕн связистăн пурнăçне. Атте, анне, курасси пулĕ-ши, пулмĕ-ши? Мĕн чухлĕ юлташ пĕрлеччĕ. Йăлтах вилсе пĕтрĕçĕ. Çыру çырăр.

От 33063 Полевая почта. Можаев Георгий".

"1943 çулта январĕн 26-мĕш числи. Асран кайми çемйесем, Атте, Анне, Ванюш. Малтанах ман сирĕн сывлăхăрпа пурнăçăра ыйтса пĕлес килет. Эх, сире курса пулĕ-ши, пулмĕ-ши? Шутсăр курас килет манăн сире. Паян кун та сире курмалла пулсан, хама хам вилме те шалккă мар. Атте, эпир каллех урăх çĕре куçрăмăр. Мана ỹстертĕр те, уссине кураймарăр. Ну, Атте-Анне, сывă пулăр. Ку çырăва вутлă çумăр айĕнче çыратăп. Курнăçма турă сывлăх патăр.

Полевая почта. От 1530 часть 323. Можаев".

"1943 çулта февралĕн 22-мĕш числинче çыратăп. Асран кайми тăван Атте-Анне, Ванюш, сире юратса çак сехетре, çак минутра салам йышăнма сĕнетĕп. Атте, кашни кун малалла каятпăр. Ăшă пỹртре çывăрасса сунманччĕ. Уйăх пỹртре çывăрманни. Уй-хирте çĕр каçнă, мĕнле кăна шăнман-ши. Темĕн, атте, таврăнсан та сывлăхлă таврăнас çук. Шăм-шак ыратать. Чăтас пулать. Вăхăчĕ çавăн пек. Тата пирĕн çĕрĕн-кунĕн канăç çук. Проводана татаççĕ, связистăн çĕр хута чупмалла пĕчченех. Унта питĕ хăрушă. Атте, Анне курасси пулмасть пуль пĕр-пĕрне. Телей пулсан таврăнатăп. Салампа Можаев Г.

Полевая почта 1530 часть 383".

Г.Можаевăн юлашки çырăвĕ:

"1943 çул, июнь. Сывă-и Атте, Анне, Ванюш? Эсир çырнă çырăвăра илсе вуларăм. Манăн çыру сирĕн пата çитейĕ-ши? Эпир окруженинче. Арăмпа ача нимĕçсен аллинчеччĕ. Каярахпа ачана вĕлерни çинчен пĕлтĕм. Сывă пулăр, Георги".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика