ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивальтен çĕнтерỹпе таврăнтăмăр

25 октября 2014 г.

Шкулта, районта, республикăра тăтăшах тĕрлĕ конкурссем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вĕсене пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллаштарас, ачасен, педагогсен тавра курăмне аталантарас, курнăçса калаçма майсем туса парас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем те, вĕрентекенсем те тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ, çитĕнĕвĕсем те сахал мар.

Акă, иртнĕ кунсенче шкул коллективĕ республикăри черетлĕ фестивальтен çĕнтерỹпе таврăнчĕ. Кашни кунах уроксем хыççăн тăрăшни сая каймарĕ, хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарчĕ. Çакă, паллах, малалла ĕçлеме хавхалантарать те. Шупашкар хулинче çамрăксен ĕç бригадисем хушшинче йĕркеленĕ республикăри финалти фестивальте вĕренекенсен "БЭГИС" команди икĕ номинацире палăрчĕ. "Творческое представление" номинацире иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Хăйсемпе паллаштаракан стена хаçачĕпе "Выставочный стенд" номинацире пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç, çĕнтерчĕç. Конкурсра палăрнисене ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Дипломĕсемпе тата парнисемпе чысларĕç. Ку пирĕншĕн чăннипех те пысăк çитĕнỹ пулчĕ. Фестивале хутшăннă 19 командăпа - 4 хула тата 15 район - вăй виçме çăмăлах пулмарĕ. Кашниех конкурса тĕплĕн хатĕрленни уççăнах палăрчĕ. Апла пулин те, пире чи маттуррисем тесе палăртрĕç. 11-мĕшсем: Гриша Плеткин, Паша Кузнецов, Карина Петрова, Катя Тишова, Кристина Вишнева, Софья Индюкова, Лена Герасимова, Даша Харитонова тата 9-мĕш класра вĕренекен Алеша Петров чăннипех те маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç.

- Пурте пĕрле тăрăшнăран фестивальтен çĕнтерỹпе таврăнтăмăр. Вера Васильевна Петрова, Александр Петрович Петров вĕрентекен пире пулăшса пычĕç. Стена хаçатне, сценарие пĕрле хатĕрлерĕмĕр, Надежда Александровна Петрова шкул директорĕ те сĕнỹ-канашпа пулăшрĕ, çĕнĕ шухăшсем пачĕ, - пĕлтерчĕ çĕнтерỹ хыççăн Катя Тишова.

Ачасем вĕренỹре те, ĕçре те маттур пулни савăнтарать. Сăмахран, кăçал Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем Васильевăн фермер хуçалăхĕнче çĕр улми пуçтарма хутшăннă, унпа пĕрлех грант укçипе туяннă ăратлă качакасем валли пахча çимĕç хатĕрленĕ. Ачасем фермер хуçалăхĕнче районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă килĕшỹпе ĕçленĕ. Вĕсене ĕç укçипе те тивĕçтернĕ. Унпа пĕрлех Николай Иванович вăтам шкул столовăйĕ валли çĕр улми, пахча çимĕç панă. Куншăн ăна пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика