ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хумхантаракан ыйтусем - тĕп вырăнта

18 октября 2014 г.

Чăваш Республикинче чылайранпа кашни уйăхрах Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркелеççĕ. Информаци кунне хутшăнакан специалистсем ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яваççĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ. Октябрĕн 15-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ, ĕçлĕ ушкăнсем Чĕчкен, Шурут тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче пулчĕç.

Палăртнă ыйтусене пăхса тухас тĕллевпе район пуçлăхĕпе М.Р. Афанасьевпа ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.С. Краснов Аслă Чурачăк тата Шурут ялĕсене çитсе курчĕç. Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ю.Г. Лукияновпа пĕрле Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Унта Чăваш Республикин 2015, 2016, 2017 çулĕсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ çинчен калаçу пулчĕ. Çавăн пекех "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумĕн пĕтĕмлетĕвĕпе, пушар хăрушсăрлăхĕ, çулсене юсас ыйтусене сỹтсе яврĕç. Ун хыççăн хăнасем Шурут вăтам шкулне çитрĕç. Унта спортзалта юсав мĕнле пынипе интересленчĕç. Халăх ялта кĕсье телефонĕсемпе калаçма чăрмавлине, вĕсемпе çыхăну япăххине пĕлтерчĕ. М.Афанасьев çитес вăхăтра çак ыйтăва татса пама тата "БиЛайн" операторăн вышкине лартассине пĕлтерчĕ.

П.С. Краснов пурне те "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум мĕнле иртнине кĕскен каласа пачĕ:

- Эпĕ ас тăвасса, кун пек анлă мероприяти Чăваш Енре 1992 çулхи сентябрь уйăхĕнче пулнăччĕ. Пĕтĕм Раççейри канашлу ирттернĕччĕ. Ун чухне пирĕн пата Раççей Президенчĕ Борис Николаевич Ельцин, Раççей Федерацийĕн Верховнăй Совечĕн Председателĕ Руслан Имранович Хасбулатов, патшалăх тата политика деятелĕ Егор Тимурович Гайдар, министрсем, пĕтĕм регионти пуçлăхсем килнĕччĕ. Çавăн хыççăн çакăн пек мероприяти халиччен Шупашкарта пулман. Политика енчен илсен те, спортпа культура енчен илсен те, экономика, бизнес енчен те республикăшăн питĕ кирлĕ япала пулчĕ ку. Чăваш Ене пирĕн хăнасем лайăх пĕлсе çитрĕç, мероприятисем те çỹллĕ шайра иртрĕç. Ман шутпа, форумăн тĕп тĕллевĕ - инвестици, бизнес, тĕрлĕ сооружени тăвасси, халăх пурнăçне çирĕплетесси пулчĕ, - паллаштарчĕ П.С.Краснов.

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Галина Воронова Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пулчĕç, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Ефремовпа, администраци специалисчĕсемпе тĕл пулчĕç, кулленхи ыйтусене сỹтсе яврĕç. Нĕркеç вăтам шкулĕн педагогĕсемпе тĕл пулнă май, Татьяна Ивановна информкунра çутатма палăртнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне йĕркелесе ирттерсе янипе, Чăваш Республикин 2015 тата 2016-2017 çулсем валли планпа палăртнă бюджечĕн тĕп çул-йĕрĕсемпе паллаштарчĕ. Пурăнакан вырăна тирпейлесе илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине те каласа хăварчĕ.    

Çавăн пекех ĕçсĕрлĕх ыйтăвне те хускатрĕ специалист. Сăмахран, шкул ачисен ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлеме май пур. Асăннă шкулта вĕренекенсем кăçал Васильевăн фермер хуçалăхĕнче çĕр улми пуçтарнă, обществăлла ĕçсене хутшăннă. Вĕсене ĕç укçипе тивĕçтернĕ.

- Ку, пысăк сумма мар пулин те, ача хăй ĕçлесе илнĕ укçа. Çавăнпах вĕренекенсене ĕçе явăçтарни паха. Тĕслĕхрен, ача шкулта чухнех тăрăшни те ĕç стажне кĕрет, - терĕ Галина Воронова. Ĕçлĕ ушкăн вăтам шкулăн спортзалĕнче пулчĕ. Кăçал кунти спортзала тĕпрен юсаса çĕ-нетнĕ, спорт инвентарĕ туяннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика