ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СССР спорт мастерне Александр Андреева асăнса — турнир

06 февраля 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун «Комсомольский» культурăпа кану центрĕнче кире пукан спорчĕн районти пĕрремĕш турнирĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕ тата Чăваш Республикинчи кире пукан спорчĕн федерацийĕ пирĕн мухтавлă ентешĕмĕре, паллă спортсмена Александр Андреева асăнса йĕркелерĕç.

Турнира уçса йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ЧР кире пукан спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов, Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ Ревокат Моисеев спортсменсене çирĕп сывлăх, тупăшура ăнăçу сунчĕç. А.Андреевăн мăшăрĕ Анфиса Семеновна Александр Васильевичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Упăшки çирĕп вăй-халлă, тÿсĕмлĕ пулнине, умне лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн нумай тăрăшнипе пысăк çитĕнÿсем патне çитме пултарнине кĕскен каласа пачĕ вăл. Александр Андреев Çĕнĕ Кипеçре çуралса ÿснĕ. Вăл Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра 30 çул тăрăшнă. Унăн чун туртăмĕ вара кире пуканĕ йăтасси пулнă. Ял ачи çамрăкранах кăсăкланнă спортăн çак тĕсĕпе, юлашки кунĕчченех пăрахман ăна. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тунă А.В.Андреев. Вăл — СССР спорт мастерĕ, виçĕ хутчен тĕнче чемпионĕ, Раççей чемпионĕ ята тăватă хутчен тивĕçнĕ.

Турнира Патăрьел, Елчĕк, Йĕпреç, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчен, Канаш тата Шупашкар хулисенчен 80 ытла спортсмен килсе çитрĕ. Яшсем 16 тата 24 килограмлă кире пуканĕ çĕклессипе темиçе ушкăнпа (çулне тата виçе категорине кура) тупăшрĕç. Ар çынсен аллинче кире пуканĕ вĕлт-вĕлт çеç вылярĕ. Комсомольскисем те ытти çĕртен килнĕ юлташĕсемпе танах вăйлине çирĕплетсе пачĕç. Акă Василий Краснов 73 килограмлисем хушшинче, Владимир Калашников (иккĕшĕ те Комсомольски) 1964—1973 çулсенчи ветерансемпе ăмăртса пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Çĕнĕ Мăратри Василий Павлов (55 кг таранхи виçере) тата Евгений Шельтямов (85 кг), Тукайри Петр Игнатьев (78 кг) иккĕмĕш вырăн хуçисем пулса тăчĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Дмитрий Ивановпа (55 кг) Павел Шуряшкин (68 кг), 58 килограмлисем хушшинче Тукай Мишер каччи Риназ Айсын виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Ытти районсемпе хуласенчен килнисенчен Елчĕксем, Йĕпреçсем тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем пысăк ăсталăхпа палăрчĕç. Ăмăртăва хутшăннă чи çамрăк спортсмен Иван Майоров 12-ре, чи асли вара, Анатолий Павлов, 76 çулта иккен.

Хĕрсем те аван ăмăртрĕç. Чĕчкенти Фериде Миначева хăйĕн виçинче пĕрремĕш, Кристина Павлова (Çĕнĕ Мăрат) 53 килограмран йывăртараххисем хушшинче иккĕмĕш, Анна Крысова (Комсомольски) 53 кг таранчченхисемпе тупăшса виççĕмĕш пулчĕç.

Турнирта мала тухнисене кубоксемпе парнесене, медальсемпе Дипломсене ырă ят çĕнсе илнĕ спортсменсем, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов, Анфиса Андреева пачĕç. «Кĕтне» ентешлĕх канашĕн членĕсем П.С.Краснов, С.П.Лукиянов тата А.П.Капитонов атлетсен тупăшăвне çÿллĕ шайра ирттерме хальхинче те спонсорла пулăшу пачĕç.

Чăваш Республикинчи кире пукан спорчĕн федерацийĕн президенчĕн Юрий Карповăн, республикăн тĕп тренерĕн, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн, Европа чемпионĕн, тĕнче Кубокĕн тата чемпионачĕн призерĕн Борис Глинкинăн аллинчен парне илме тивĕçни кире пукан йăтассинче пĕрремĕш утăм тăвакан çамрăксен асĕнче нумайлăха юлатех. Асра юлни çеç мар, вĕсенчен тĕслĕх илсе малашне пысăк çитĕнÿсем тума та хавхалантартăрччĕ. Александр Андреева асăнса ирттерекен турнир вара районăн тата республикăн спорт календарьне çирĕп вырнаçасса шанас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика