ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шашкăпа нард вăййисен турнирĕ иртрĕ

02 февраля 2013 г.

Аслă Аттелĕх вăрçинче Лелинград хулин блокадине сир-нĕренпе 69 çул çитнине халалласа иртнĕ эрнере Нĕркеçри информаципе культура центрĕнче вырăс шашкипе нард вăййисен турнирне йĕркелерĕç. Кунта пурăнакансем çак вăйăсене уйрăмах кăмăллаççĕ. Çакна Николайпа Петр Гладковсем чемпионсем пулни те çирĕплетет. Нард вăййинче Василий Ванюшкина çитекенни пулмарĕ, вăл ыттисене çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Петр Краснов, Валерий Дмитриев виççĕмĕш пулчĕ. Шашкăлла выляса Алексей Волков ăсталăхпа палăрчĕ. Вăл пурне те çĕнтерсе 12,5 балл пухма пултарчĕ. Петр Прокопьев — иккĕмĕш, Анатолий Ванюшкин виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Турнира хутшăннă çамрăк спортсменсенчен пĕри Юрий Воронов пулчĕ.

Турнир кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Ăна малашне те кашни çулах йĕркелеме палăртрĕç. Турнира пуçарса яраканĕ, унăн спонсорĕ Василий Ванюшкин пулчĕ. Пухăннисем Е.Волкова библиотекарь хатĕрленĕ кĕнеке выставкипе паллашрĕç. Информаципе культура центрĕн директорĕ М.Кузнецов «Сталинград патĕнчи çапăçусем» темăпа калаçрĕ. Асаттесемпе кукаçисем тăшмана хирĕç кар тăрса çапăçни çинчен итлеме пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ.

Ăмăртура палăрнисене Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов саламларĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ. Малти вырăнсене тухнисене грамотăсем, парнесем парса чысларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика