ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи маттур волейболистсем – Нĕркеçсем

12 января 2013 г.

Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем вунă куна тăсăлчĕç кăçал. Çак вăхăта кам мĕнле пĕлет, çапла ирттерчĕ ĕнтĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем кану кунĕсене йĕлтĕр йĕрĕ, каток çинче, спортзалсенче кĕскетрĕç. Волейбол вăййине кăмăллакансем вара январĕн 6-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне йăлана кĕнĕ Раштав турнирне пуçтарăнчĕç. Районти тĕрлĕ ял поселенийĕсенчен 16 команда хутшăнма кăмăл турĕ унта. Хăш-пĕр çĕртен икшер ушкăн та килнĕ пулсан, Çĕрпÿел, Хырхĕрри, Элпуç тăрăхĕсенчен пач команда пулмарĕ. «Кĕтне» ентешлĕх, район администрацийĕн, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен председателĕсем, «Слава картофелю» агрофирма, ФСК та команда тăратнă.

Спорт уявне уçнă çĕре Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, каçалсен «Кĕтне» ентешлĕхĕн председателĕ Александр Капитонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприятин тата «Слава картофелю» агрофирма генеральнăй директорĕсем Кияметдин Мифтахутдиновпа Хасиятулла Идиатуллин, Анатолий Кипеч çыравçă тата ыттисем хутшăнчĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Сăмах каланипе çеç мар, вĕсем волейбол площадкине тухса хăйсен тĕслĕхĕпе курма килнĕ нумай çынна сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма та хавхалантарчĕç.

Вăйăсем питĕ хĕрÿ иртрĕç, хăш-пĕрисен виçшер тайм та выляма тиврĕ. Волейболистсем çĕнтерÿшĕн пĕтĕм вăйне пачĕç темелле. Пурте тăрăшса вылярĕç пулин те, çурма финалпа финала чи вăйлисем çеç тухма пултарчĕç. Хырайĕнелсемпе Шурутсен 3—4-мĕш вырăнсемшĕн выляма тиврĕ, Хырай-ĕнелсем 4-мĕш вырăна юлчĕç, Шурутсем вара виççĕмĕш вырăн хуçисем пулса тăчĕç. Раштав турнирĕн Кубокĕшĕн Нĕркеçсем тата Чĕчкенсем тупăшрĕç. Çак татăклă тытăçура «Нюргечи» команда хăй чи вăйлине, çивĕччине, çаврăнăçуллине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Кунта çеç мар, ытти турнирсенче те çĕнтерсе пыма волейболистсене темиçе çулта тачă туслашнă команда май парать. Валерий Дмитриева, Алексей Ефремова, Вячеславпа Сергей Гладковсене, Александрпа Сергей Ивановсене чăн-чăн фанатсем теме те пулать, çак вăййа чунтан парăннă вĕсем. Вун ултă команда хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнни Чĕчкен çамрăкĕсемшĕн те пысăк çитĕнÿ. Раштав турнирĕн Кубокне темиçе хут çĕнсе илнĕ командăна хирĕç тăма вĕсене питĕ пысăк ăсталăх, пĕр-пĕрне пуç сĕлтнинченех ăнланни те пулăшрех ĕнтĕ. Паллах, куракансем хавхалантарни те вăй-хал кÿчĕ.

Кашни çулах Раштав турнирне курнă май унта хутшăнакан волейболистсен ăсталăхĕ çулран-çул çĕкленнине палăртма кăмăллă. Турнира килнĕ командăсен шучĕ çулленех ÿссе пыни ял çамрăкĕсем хушшинче спорт вăййисене юратакансем нумайланнине çирĕплетет. Хамăр спортсменсене аталантарма май парас тесе, кăçал турнира ют çĕртен никама та чĕнмен. Чăнах та, волейбол площадкине тĕрлĕ ÿсĕмрисем тухни районта волейбол вăййи аталанса пынине кăтартса парать.

Пĕр кун маларах вара, январĕн 5-мĕшĕнче, Е.Петрейкина спортсменкăна асăнса хĕрарăмсемпе хĕрсен 8 команди волейболла вылянă. Вĕсем хушшинче Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн команди — 1-мĕш, Урмаел вăтам шкулĕ — 2-мĕш, Комсомольски ял поселенийĕн спортсменĕсем вара 3-мĕш вырăна тухнă. Ку турнира Комсомольски ял поселенийĕ йĕркеленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика