ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районăн вăй-хăвачĕ пысăк

22 декабря 2012 г.

Юн кун, декабрĕн 19-мĕшĕнче, районти Атласкин фермер хуçалăхĕнче 200 ытла ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ йышши ферма хута кайрĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен савăнăçлă уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, çĕнĕ проект ĕçе кĕнине, объект хута кайнине пысăк хак пачĕ. Фермер хуçалăхĕн ертÿçи Григорий Атласкин çĕнĕ проект епле пурнăçа кĕнипе паллаштарчĕ. «Паян ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене патшалăх пулăшу кÿни чăннипех те курăмлă. Çавна пулах çакăн пек ферма хута яма пултартăмăр. Халĕ кунта ĕçченсене тăрăшма та чылай çăмăлрах пулĕ, унпа пĕрлех продукци туса илесси те ÿсĕ», — терĕ Григорий Васильевич. Чăнах та, механизациленине пула рабочисен ĕçĕ чылай çăмăлланнине кунта тăрăшакансем хăйсем çирĕплетрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тата уява пухăннисем выльăх тытакан вырăнпа, сĕт сумалли залпа, специалистсен кабинечĕсемпе паллашрĕç. «Лайăх условисенче çынсене тăрăшма та кăмăллă, вĕсен ĕç тухăçлăхĕ пысăкрах пулĕ. Çакăн пек фермăсем кашни хуçалăхăн пулсан аван, паллах. Сирĕн, ял хуçалăхĕнчи ертÿçĕсен, ĕçтешрен тĕслĕх илмеллех», — терĕ Михаил Игнатьев.

«Малашне ыттисем те проектсене хăюллăрах пурнăçлама тытăнасса, агропромышленноçа аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывасса шанас килет. Пирĕн, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен, çак енĕпе ĕçлемелле те», — палăртрĕ Михаил Афанасьев.

Кунта производствăн хальхи йышши стандарчĕсене, выльăх усрассин тата тăрантарассин технологийĕсене туллин пăхăнаççĕ, çĕнĕ йышши оборудованисемпе усă кураççĕ.

Комплекспа паллашнă хыççăн сумлă хăнасем Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу заводне васкарĕç. 1999 çултанпа ĕçлеме пуçланă завод — ура çинче çирĕп тăракан, ăнăçлă, тупăшлă ĕçлекен предприятисенчен пĕри. Унăн ертÿçи, Вадим Агамирян, пухăннисене завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, малашлăх плансем çинчен каласа пачĕ. «Пирĕн тĕллев — çынсене пахалăхлă тата экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтересси. Тата кунта пурăнакансене ĕç вырăнĕсем тупса парасси», — пĕлтерчĕ Вадим Сергеевич. Заводра паянхи куна 16 тĕрлĕ сыр кăлараççĕ. Продукцин 80 процентне Мускава тата унăн облаçне ăсатаççĕ, ытти хуласемпе те тачă çыхăнура. Çитес çул Санкт-Петербург хулипе те ĕçлеме палăртнă. Ку производствăна анлăлатма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма пулăшать те. Кунта тăрăшакансем ĕç вырăнĕпе чăннипех те кăмăллă пулнине пытармарĕç.

Михаил Игнатьев Вадим Агамирян предприниматель тĕрĕс çул суйласа илнине, продукци кăларас енĕпе ĕçлеме çирĕп тĕллев лартнине пысăк хак пачĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те пулчĕ. Кунта кăçал шкул çивиттине, спортзала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Республикăри «Доступная среда» ятарлă программăпа килĕшÿллĕн шкулта инвалид-ачасене вĕренме пĕтĕм услови туса панă, çĕнĕ йышши сенсорлă пÿлĕме хута янă. Михаил Игнатьев çаксене епле пурнăçланипе паллашрĕ, ачасемпе, педагогсемпе курнăçрĕ, компьютер класĕпе, столовăйĕнчи менюпа интересленчĕ. Паянхи куна районти çак шкулта çеç электронлă документ çаврăнăшне хута янă. Унпа усă курса ашшĕ-амăшĕсен ачисем шкулта епле вĕреннине компьютерпа тĕрĕслеме те май пур.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ĕçлĕ визитне вĕçленĕ май «Ак барс» магазинта пулчĕ. Унти продукци ассортименчĕпе çеç мар, çынсене куллен кирлĕ тавар хакĕсемпе интересленчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика