ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шашистсене асра тытса

05 декабря 2012 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсерен раштав уйăхĕнче Нĕркеçре Петрпа Николай Гладковсене халалласа шашка турнирĕ ирттереççĕ. Кăçал та унта чылай спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсене Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Егорович Ефремов саламласа ăнăçу сунчĕ. Асăннă турнира шкул ачисемпе аслисем хутшăнчĕç. Вĕренекенсенчен Валерий Волковпа Настя Тишовăна çитекенни пулмарĕ, вĕсем — пĕрремĕшсем. Александр Грачев, Диана Иванова — иккĕмĕшсем. Леонид Артемьев, Татьяна Маркова виççĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Ар çынсенчен кубока Сергей Зайцев тивĕçрĕ. Алексей Волковпа Владимир Голубев — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Хĕрарăмсенчен Светлана Смирновăна çитекенни пулмарĕ. Вăл кашни çулах чемпион ята тивĕçет. Гладковсен йăмăкĕ, Елена Иванова, иккĕмĕш вырăнта пулчĕ, Лариса Кузнецова — виççĕмĕш. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем тата дипломсем парса чысларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика