ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Кипеçри сĕт завочĕн черетлĕ çитĕнÿ

28 июля 2012 г.

Çĕнĕ Кипеçри сĕт завочĕн продукцийĕ Чăваш Енри районсемпе хуласенче кăна мар, республика тулашĕнче те аван сутăнать. Хальхи вăхăтра унта 70 çын тăрăшать, талăкра 35—40 тонна сĕт пуçтарса тирпейлеççĕ. Продукцие тăтăшах çĕнетсе, анлăлатса пыраççĕ. Паянхи кун «Изамбаевский» заводра 13 тĕрлĕ сыр кăлараççĕ, часах тата икĕ ятли тухма пуçлĕ: «Имеретинский» тата «Изамбаевский». Уйрăм предприниматель В.С.Агамирян ĕç условийĕсене лайăхлатассине те пысăк тимлĕх уйăрать, оборудованисене, цехсене те çĕнетсех тăрать.

Завод ертÿçи çулсеренех тĕрлĕ конкурссемпе конференцисене хутшăнать, яланах наградăсемпе таврăнать вĕсенчен. Акă Пĕтĕм Раççейри «Молочные продукты — 2009» смотр-конкурса сырсене тăратса кĕмĕл, 2010 çулта вара асăннă конкурсра ылтăн медале тивĕçнĕ. 2011 çулта иртнĕ Раççейри XIII агропромышленноç выставкинче çĕнĕкипеçсен «Брынза» тата «Адыгейский» сырĕсемшĕн кĕмĕл, «Плетенка» сыршăн бронза медаль панă. Иртнĕ çул тата Адлерти Раççей шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕнче «За лучшую молочную продукцию» номинацире ылтăн медаллĕ пулса тăнă. Нумаях пулмасть вара, июль уйăхĕнче, РФ Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ сыр тата çу продукцийĕсен Пахалăх конкурсĕнче пулнă. Анлă ассортиментшăн, конкурса тăратнă продукцин пысăк пахалăхĕшĕн завод виçĕ диплом çĕнсе илнĕ. «Угличская плетенка копченая» тата «Адыгейский» сырсем ылтăн медальсене тивĕçнĕ.

«Изамбаевский» сĕт завочĕн коллективне пысăк çитĕнÿсемпе саламлатпăр, яланах пахалăхлă ĕçлеме сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика