ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем иртнĕçемĕн ăшă туйăм чакмасть

07 июля 2012 г.

Пурнăç çулне утса тухма çăмăл мар пулнине кура пулĕ ĕнтĕ çынсене мăшăрăн пурăнмалла тунă. Йывăрлăхра алă паракан, савăнăçа пĕрле пайлакан çын çумра ялан пурри кунсене хăйне май илемлĕх кĕртет, пурнăçа тата та илĕртÿллĕрех тăвать. Нумай çул пĕрле кун кунлакан мăшăрсем çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн. Вĕсен юратăвĕ, ăшă туйăмĕ чакма мар, кунран-кун тата та ÿссе, амаланса пынăн туйăнать.

Нĕркеçре пурăнакан Семеновсем 65 çул ĕнтĕ алла-аллăн пурнăç çулне такăрлатаççĕ. Хура-шурне чылай курнă пулсан та чунри ăшăлăха, çепĕçлĕхе çухатман вĕсем, çемьен çирĕплĕхне упраса хăварнă.

Александр Сидорович 1922 çулта Нĕркеç ялĕнче çуралнă. Ялти 7 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн 3 çул Патăрьел районĕнчи Туçари шкулта ăс пухнă. 1941 çулта каччă çара тухса кайнă. Çапăçусем, пульăсем шăхăрнисем яланлăхах сыхланса юлнă вăрçă ветеранĕн асĕнче. Малтанах çар училищине вĕренме янă ăна, вăрçă кĕрленине кура 2 çул вырăнне пĕр çулталăкра васкавлă мелпе вĕрентсе кăларнă. Унтан салтаксене Япони чиккине хураллама янă. А.Семенов аэрофоторазведчик тĕп тăвакан 70-мĕш авиаполка лекнĕ. «Фашистсен çирĕплетнĕ объекчĕсене çÿлтен, самолет çинчен ÿкерсе илеттĕмĕр, бомбăсем ăçталла пăрахмаллине палăртаттăмăр. Çав ÿкермелли аппарат хăех 33 килограмм таятчĕ»,— аса илет ветеран. Японипе вăрçă чарăнсан ăна Тбилисие куçарнă. Кура-Арашино айлăмне ÿкерме Мускавран панă задание вăл халĕ те лайăх ас тăвать. 170 ытла пин тăваткал метр лаптăка ÿкерме чылай вăхăт кайнă. Задание ăнăçлă пурнăçласан вара ăна 1947 çулта демобилизациленĕ.

Тăван яла таврăннă каччă тÿрех ĕçе пикеннĕ, собеса инспектора вырнаçнă. Службăра пулнă вăхăтра ялти хĕр ачасем те çитĕнсе чиперленме ĕлкĕрнĕ. Александр хăйĕнчен чылай кĕçĕн Лилийăна куç хывнă, нумай шухăшласа тăмасăр ки-лĕштернĕ хĕре качча тухма ыйтнă. «Вăрçă хыççăн ялта хĕрсем чылайччĕ, каччисем вара сахалччĕ. Яшсем суйласа çеç качча илетчĕç. Çавăнпа та мана мăшăр пулма сĕнсен, 17-ре çеç пулнине пăхса тăмарăм, килĕшрĕм»,— ăшшăн сăмахлать Лилия Васильевна.

Вăл 7 класс пĕтерсенех колхозра вăй хума пикеннĕ, садра, пахча çимĕç çитĕнтерекен бригадăра тăрăшнă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм. Ара, колхоз ĕçне тунипе çеç çырлахман вăл вăхăтра, ачи-пăчине те пăхнă, килте выльăх-чĕрлĕх усранă, пахча çимĕç çитĕнтернĕ.

Мăшăрĕ вара, фоторазведчик пулса службăра тăнипе-и, тен, чунĕ çав еннеллех туртнине ăнланнă, фотографра ĕçлеме пикеннĕ, кайран «Октябрь ялавĕ» хаçатра нумай çул фотокорреспондентра тăрăшнă. Унсăр пуçне Канашри «Коммунизмшăн» хаçатра та 2 çул ĕçленĕ вăл. «Атте ялта ĕçлеменрен эпир ăна кашни кунах курмастăмăр. Çÿреме майлă мар тесе вăл тара тытнă хваттере çĕр каçма юлкалатчĕ. Питĕ тунсăхлаттăмăр»,— аса илет Александр Сидоровичăн хĕрĕ Галина.

Сăмах май, туслă мăшăр 6 ача çуратса ÿстернĕ. Асли, Валентина, Карагандара тĕпленнĕ, хальхи вăхăтра мăнукĕсене çи-тĕнтерме пулăшать. Ывăлĕ, Василий, шел пулин те, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Галина Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнче 35 çул поварта тăрăшнă, халĕ ашшĕпе амăшне пăхма тăван килне таврăннă. Лидия çемйипе Екатеринбургра тĕпленнĕ, учительте вăй хурать. Николай газоэлектросварщикра ĕçлет. Елена Тольятти хулинче пурăнать, кăлпассисем хатĕрлекен комбинатра тăрăшать. 13 мăнукпа мăнукĕ-сен 6 ачи савăнтараççĕ Семеновсене. 2 уйăх каялла иртнĕ 90 çулхи юбилейре Александр Сидорович вĕсене пурне те кĕреке хушшине пуçтарчĕ. Уявра ывăлĕ парнеленĕ беседкăна питĕ кăмăллаççĕ ватăсем, уяр çанталăкра час-часах унта тухса лараççĕ. Кил хуçи сасăпа хаçат вулать, мăшăрĕ итлет, кайран вара пĕрле районти, республикăри хыпарсене сÿтсе яваççĕ, шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. «Çулсем иртнĕçемĕн пĕр-пĕринпе тата та çывăхланса пынăн туйăнать»,— теççĕ вĕсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика