Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ÇĔНТЕРŸÇĔСЕН ЙЫШĔНЧЕ

04 июня 2008 г.

Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿллĕ тăвасси çеç мар, тĕрĕс воспитани парасси те — паянхи шкулăн тĕп тĕллевĕ. Ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех класс ертÿçисем, учительсем нумай тăрăшаççĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн юлашки çулсенче пирĕн республикăра «Самый классный, классный» конкурс иртнĕ.

Чи малтанах вăл районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи учительсен тупăшăвĕсенчен пуçланать. Кăçалхи февралĕн 19-мĕшĕнче районти конкурс çĕнтерÿçисене палăртнăччĕ. Пултаруллă, мала тухнă вĕрентекенсем республикăри конкурса хутшăнма тивĕç пулчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 11-мĕш «б» класс ертÿçи Светлана Васильевна Михайлова «Класные руководители старшего звена» конкурсантсен ушкăнĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Саламлатпăр.

Конкурсăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулни каламасăрах паллă. Чи тăрăшуллă, пултаруллă класс ертÿçисем пирĕн районта пурри савăнтарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика