Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ĂСАТУ КАÇĔНЧЕ

24 июня 2009 г.

Июнĕн 20-мĕшĕнче 63 çамрăк алла вăтам пĕлÿ илни пирки калакан аттестат илчĕç. Вĕсем — пурте Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнăскерсем.

Пухăннисен умне хитре тумланнă каччăсемпе хĕрсем тухрĕç. Пурин аллинче те чечексем. А.Титовăпа Р.Воробьев ăсату каçĕ пуçланнине савăнăçлăн пĕлтерчĕç. Унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Н.А.Максимов та хутшăнчĕ. Николай Аркадьевич 11-мĕш класа ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕ. Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ А.С.Терентьев выпускниксене пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утма, малалла аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕве ÿстерме ăнăçу, телей сунчĕ. Тăван шкула, учительсене яланах асра тытмаллине аса илтерчĕ.

Виçĕ класс руководителĕсем: Н.И.Воробьева, З.Г.Чернова тата С.И.Афки яшсемпе хĕрсене пурнăç çулĕ çине тухнă ятпа чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕç.

Чи хумхануллă самант çитрĕ. Пуçтарăннисен умне шкул маякĕсем — вĕренÿ çулне ылтăн медальсемпе вĕçленисем тухрĕç. Вĕсем: Д.Юманова, Н.Михайлова, А.Владимирова, Ю.Задонова, Е.Краснов тата Р.Букреев. Малалла шкулпа сывпуллашакансем умлăн-хыçлăн вăхăтлăх сцена çине тухрĕç. А.С.Терентьев кашнине алла аттестат парса саламларĕ. «Король выпускного бала» ята Роман Букреева парса чысларĕç, «Королева выпускного бала» ята Даша Юманова тивĕçрĕ.

Спортра пысăк çитĕнÿ тунисене Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç. Çак енĕпе чи пултаруллисем Д.Юманова, Н.Михайлова, А.Владимирова, А.Индюкова, Ю.Задонова, А.Деменков, С.Малышев, А.Махминов, А.Шадрин, С.Лаврушкин, Э.Никифоров, Р.Савельев тата Л.Челаков пулнине палăртрĕç.

Выпускниксен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н.Краснова сăмах тухса каларĕ, çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшнăшăн учительсене тав турĕ.

Районта ăсату каçĕсем малалла пыраççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика