Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » АЧАСЕМШĔН ТĂРĂШАÇÇĔ

24 июня 2009 г.

Хаваслă çу кунĕсем çитрĕç. Кашни çулах Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Солнышко» кану лагерĕ йĕркелеççĕ. Кăçал вăл июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 18-мĕшĕччен ĕçлерĕ. Унта пурĕ 140 вĕренекен канчĕ. Ачасем пилĕк ушкăна пайланнă: «Лучики», «Радуга», «Рваный кед», «Оба-на», «Колобок». Лагерь ертÿçи — Н.А.Атласкин, ăна пулăшса пыраканĕ — А.Н.Титова. Кашни кунах лагерьти пурнăç 9 сехетре зарядка тунипе, линейка ирттернипе пуçланать. Е.А.Пушкарева, Р.В.Белкова, С.Г.Игонина, Л.Г.Галкина, Т.Г.Лапшина, Е.Н.Сереброва педагог-воспитательсем ачасен канăвне хаваслăх кĕртес тесе нумай тăрăшрĕç. Лагерь программи питĕ пуян пулнă. Мĕнле кăна конкурссем, вăйăсем ирттермеççĕ пуль ачасемпе! Буратинăпа Мальвина та вĕсем патĕнче хăнара пулчĕç. Л.А.Константинова, О.Г.Матвеева, Г.Т.Терентьев, Н.Г.Львова, З.П.Иванченко, А.Н.Артемьева, Л.П.Яковлева кунсерен тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем ирттерчĕç, ачасен кану кунĕ хаваслă та шавлă ирттĕр тесе тăрăшрĕç.

Çавăн пекех «Солнышко» лагере çÿрекенсем Раççей кунне те анлă паллă тунă. Ăна халалласа ачасем хушшинче ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Кашни отряд хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Лагерьте вăхăт та питĕ хăвăрт иртет. Е.С. Свинина, Н.Н.Тихонова, И.А.Соловьева тата ыттисем йĕркеленипе вĕренекенсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем те иртрĕç. Воспитани енĕпе тĕрлĕрен калаçусем пулчĕç. Ачасемшĕн уйрăмах дискотекăсем, «Веселые старты», «День бантика», «Конкурс Барона Мюнхгаузена», тĕрлĕрен КВНсем хаваслă иртрĕç.

Лагерь совечĕ те ĕçлерĕ унта. «Лагерь Президентне» Карина Долговăна суйланă. «Культура министрĕ» — Павел Дмитриев. Кашни отрядăн хăйĕн командирĕ пулнă.

Акă, июнĕн 16-мĕшĕнче воспитательсем «День Нептуна», 17-мĕшĕнче «Ищи клад» вăйăсем йĕркелерĕç. Çуллахи шăрăх кунра çавăн пек шывпа сапăнса выляни ачасене питĕ пысăк савăнăç кÿчĕ. Çак тапхăрта канакансем экскурсисене тухса курчĕç. Тĕслĕхрен, «Радуга» отрядри ачасем районти 31-мĕш пушар чаçĕнче, Луцки чиркĕвĕнче, Н.Будакова халалласа лартнă самолет патĕнче пулчĕç.

«Ачасемшĕн лагерьти пурнăç интереслĕ ирттĕр тесе районти тĕп библиотека, районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем нумай пулăшаççĕ, тĕрлĕрен викторинăсем йĕркелеççĕ»,— тет Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул директорĕ А.С.Терентьев. Лагерьте вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Унта каннă кашни кун ачасен асĕнче юлĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика