Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ХУÇАЛĂХРА ĔÇЛЕКЕНСЕМПЕ КĂМĂЛЛĂ

17 июня 2009 г.

Г.В.Атласкин фермер хуçалăхĕ кăçалхи çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕччĕ. Уй-хир культурисенчен япăх мар тухăç илнĕ, вĕсене сутса чылай укçа-тенкĕ турăмăр.

Иртнĕ çул хуçалăх тырпул пухса илмелли çĕнĕ «Полесье» комбайн туяннă. Геннадий Портнов механизатор ăна ăнăçлă ĕçлеттерчĕ. Çурхи ака-сухана та вăхăтра ирттертĕмĕр, тĕрлĕ культурăсем лартса-акса хăварнă. Халĕ калчасене имçам сапаççĕ. Кунта Геннадий Портновпа Валерий Яковлев механизаторсем тăрăшаççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли вăхăт та çитрĕ. Ку енĕпе ĕçлемелли техникăна юсаса хатĕрленĕ. 35 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăк çитĕнет. Механизаторсемпе хуçалăх ĕçченĕсем ăна вăхăтра та пахалăхлă пуçтарса кĕртес тĕллевлĕ.

Хуçалăхра ĕнесем тата сыснасем те пур. Вĕсене Альбина Семеновапа Валентина Петрова пăхаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илесси вĕсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче лайăх енĕпе çеç палăрасшăн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика