Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ЯЛ - 80 ÇУЛТА

03 июня 2009 г.

Канашалла каякан çул хĕрринче, вăрман çумĕнче, пĕр тĕлерех 3 ял вырнаçнă — Дубовка, Васильевка тата Çĕнĕ Каçал. Манăн сăмах Çĕнĕ Каçал пирки. Çак кунсенче вăл 80 çул тултарать. Ку яла 1929 çулта Арсентий, Александр, Афонь Григорьевич Самуковсем, Алексей Лаврушкин, Константинпа Алексей Карягинсем, Николай Шашкин, Федор Шемекеев пуçарса янă. Вĕсем чи малтан кунта куçса килнĕ. Çав çулхине «Динамо» колхоз туса хунă. Председателе Арсентий Самукова суйланă. Вăл 1929—1941 çулсенче тăрăшнă. Бригадир тата счетовод пулса Алексей Лаврушкин ĕçленĕ.

1941 çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи колхозниксен мирлĕ пурнăçне татнă. Çак пĕчĕк ялтан Яков Волков, Василий Карягин, Владимир Кунин, пĕртăван Василипе Трофим Родионовсем, Андрейпа Илья Самуковсем, Ефим Сорокин, Андрей Чаркинăн ывăлĕ Сергей, Сергей Чаркин, Николай Шадрин, Григорий Шемекеев, Михаил Шемекеев çапăçу хирĕнчен таврăнайман.

1951 çул вĕçĕнче Васильевкăри «Трактор», Дубовкăри «Дубовка» тата Çĕнĕ Каçалти «Динамо» хуçалăхсем пĕрлешсе пĕр колхоз туса хураççĕ. Ăна Хрущев ятне параççĕ. Председательте Юлий Петрович Антонов 1953 çулччен ĕçлет. Ун хыççăн Прокопий Тихонович Федоров тăрăшать. 1954—1955 çулсенче колхоза Николай Михайлович Виссарионов ертсе пырать.

1956—1962 çулсенче хуçалăх «тилхепине» Сергей Кириллович Совин тытать.

Хрущев ячĕллĕ колхоз 1955 çулта груз турттармалли ГАЗ-51 автомашина туянать. Пĕрремĕш шофер В.Ф.Тихонов пулнă. Хуçалăх 1958 çулта ДТ-54, «Беларусь», «ХТЗ» тракторсемпе тата пĕр комбайнпа пуянланнă. Тракторсемпе пуçласа Александр Озеров, Анатолий Никитин, комбайнпа Александр Самуков тăрăшнă. Бригадирта чылай çул Илья Никитин, Арсентий Митюков, Николай Баранов вăй хунă. Анатолий Чаркин 6 çул счетоводра ĕçленĕ.

Колхозăн 500 гектар ытла сухалакан çĕр, 60 ытла ĕç лаши пулнă. Фермăсенче 40 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 200 пуç сурăх, 500 пуç кайăк-кĕшĕк, сыснасем тытнă. Унсăр пуçне утар та пулнă.

1962 çулта «Спутник» колхоз (кайран çапла ят панă пулнă) Ленин ячĕллĕ колхозпа пĕрлешет. Вĕсем çумне Кĕçĕн Каçалти «Красный маяк» хуçалăх хутшăнать. Пĕрле вара Ленин ячĕллĕ колхоз туса хураççĕ. 1974 çул вĕçĕнче «Комсомольский» совхоз йĕркеленнĕ. Çĕнĕ Каçал çыннисем унта тăрăшса ĕçлеççĕ. Ял та аталанса пырать. Паянхи кун çынсем «Дубовка» ОООра вăй хураççĕ.

Кăçалхи июнĕн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Каçалта юбилей уявне ирттереççĕ. Вăл 15 сехетре пуçланать. Ял çыннисене, унта ÿснисене пурне те уява чĕнетпĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика