Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹре, спортра малта

02 августа 2014 г.

Хирти Явăш тĕп шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Диана Давыдова хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Вăл вĕренỹре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех, спорпа туслă, обществăлла ĕçре хастар.

Район, республика шайĕнче йĕркелекен ăмăртусенче вăл яланах малтисен ретĕнче. Хĕр ача çуран чупма, йĕлтĕрпе ярăнма, шывра ишме, шашкăлла, шахматла выляма кăмăллать. Республика шайĕнчи хĕллехи тата çуллахи полиатлон ăмăртăвĕсенче те вăл пĕрремĕш вырăнсене йышăнма пултарнă.

Кăçал Çĕмĕрле хулинче иртнĕ республикăри çуллахи биатлон чемпионатĕнче Диана 2-мĕш вырăна тухнă.

Дианăна мĕн пĕчĕкренех спорта ашшĕпе амăшĕ хăнăхтарнă. Давыдовсем - спортпа туслă çемье. Ачисене те çакна вĕрентсе ỹстереççĕ, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтараççĕ. Вĕсем кунсерен спорта пĕрер сехет халаллаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика