Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу

02 августа 2014 г.

Июлĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Çак пулăма Чăваш Енре пурăнакан кашни çын пысăка хурса хакларĕ, сỹтсе яврĕ. Комсомольски район пуçлăхĕ, райпо ертỹçи Евгений Иванович Карпеев хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

   - Асăннă тĕл пулăва телекуравпа пăхрăм. РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ăшă кăмăлпа йышăнни тỹрремĕнех палăрчĕ. Ку, паллах, пире, республикăра пурăнакансене, уйрăмах савăнтарать. Эпир вăй илсе тĕрлĕ енлĕ аталанса пыракан регионсен йышĕнче. Çакна Михаил Васильевич тĕслĕхсемпе тата цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Чи малтанах вăл республикăра тĕрлĕ наци çыннисем хирĕçмесĕр, килĕштерсе пурăннине асăнчĕ. Ку чăннипех те çапла. Акă, хамăр районах илер-ха - чăваш, тутар, вырăс тата тĕрлĕ наци çыннисем пĕр çемьери пек пурăнаççĕ, кашни уявра пĕрле савăнаççĕ, палăртнă ĕçсене те пĕрле пурнăçлаççĕ. Çуралакансен йышĕ ỹсни те паха. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма чылай ĕç пурнăçлани те ырă пулăм. Уйрăмах çамрăк çемьесемшĕн çул уçă. Вĕсене пулăшас тĕллевпе регионта патшалăхăн 15 программине çирĕплетнĕ, вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ, çурт-йĕр тăвасси те ỹсет. Ỹсĕмсем курăмлă пулин те, ĕçлемелли пур-ха. Уйрăмах промышленноç производствине тата ял хуçалăхне аталанма условисем туса парсан аван. Патшалăхăн çеç мар, хамăрăн та тăрăшмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика