Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунне чыслăн кĕтсе илесчĕ

18 июня 2014 г.

Июнĕн 24-мĕшĕ - Республика кунĕ. Çак анлă уяв кăçал Шупашкарта тата пирĕн районта иртет. Хатĕрленỹ ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Кашни кунпа туллин усă курса, палăртнине вăхăтра пурнăçлас тĕллевпе ĕçлеççĕ. Район центрне хăтлăлатас, çулсене юсаса çĕнетес тĕлĕшпе çине тăрсах тăрăшаççĕ. Завод урамĕнче çуран çỹрекенсене утма тротуар сараççĕ, Комсомольская урамра та çуран çỹреме çул пулĕ. Унпа пĕрлех "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ, "Хуçалăх таварĕсем" лавкка çывăхĕнче автомашинăсем валли стоянкăсем туса пĕтермелле. Центрти паркра ачасем валли ятарлă сцена пулĕ. Культурăпа кану паркĕ тавра тимĕр карта тытнă. Уяв мероприятийĕсен программи хатĕр, унпа сире паллашма сĕнетпĕр.

Июнĕн 23-мĕшĕнчи программа 14 сехетре районти "Çĕр тата çынсем" музейра виçĕ районăн - Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай - гербĕсемпе ялавĕсен куравĕ уçăлать.

16 сехетре Чăваш Республикин Ỹнерçĕсен союзĕн членĕсен картинисен выставкине уçаççĕ.

20 сехетре тĕрĕк халăхĕсен "УРМАЙ ЗАЛИДА" çамрăксен фестивалĕ старт илет.

Июнĕн 24-мĕшĕнче

8.30 сехетре Киров поселокĕнче фельдшерпа акушер пунктне хута яраççĕ.

9 сехетре Р.А.Хайртдинов фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче "Уй кунĕ" выставка ĕçлеме пуçлать. Унта тĕрлĕ техникăпа паллашма май килĕ.

9 сехетре Маçтăрсен хули ĕçлеме пуçлать.

9 сехетре районти ял тăрăхĕсен "Манăн тăван урам" хăна урамĕсене çитсе курма пулать.

9 сехетре Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăнакансем килсе çитеççĕ.

10 сехетре савăнăçлă лару-тăрура пурăнмалли 19 хваттерлĕ çурта хута яраççĕ. Çак вăхăтрах пултарулăх коллективĕсем утса иртеççĕ.

11 сехетре "Лидер" суту-илỹ çурчĕ уçăлать.

11 сехетре Чăваш Республикин паллă ỹнерçин В.Л.Немцевăн выставки ĕçлеме пуçлать.

11 сехетре районта Республика кунне уçаççĕ.

11.30 сехетре хăнасем ял тăрăхĕсен хăна килĕсемпе паллашĕç.

12 сехетрен Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕн пултарулăх ушкăнĕсем концертпа савăнтарĕç.

12.30 сехетре "Кĕтне" ФСК-ра спорт ăмăртăвĕсем пуçланаççĕ, çак вăхăтрах ипподромра лашасен чупăвĕ иртет.

15.30 сехетре районти ял тăрăхĕсен пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç.

19.30 сехетре выпускниксен парачĕ иртет.

20.30 сехетре "Кĕтне кĕввисем" эстрада концерчĕ.

23.00 сехетре уяв фейерверкĕ, дискотека пуçланать.

Çур çĕр иртсе 1 сехетре, Республика уявĕ вĕçленет.

упашкар хулинче июнĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртет. Акатуя республика тулашĕнче, ют çĕр-шывсенче пурăнакан йăхташсем йышлăн килмелле. Севастополь хулинчи "Илем" ансамбль пĕрремĕш хут Чăваш Ен халăхне юрри-ташшипе савăнтарĕ. Кăçал ачасен Акатуйне те ирттерме палăртнă. Уйрăм лапамра вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Çак мероприятие çамрăк ăру тăван халăх йăли-йĕркине, ăс-хакăлне пĕлсе, асра тытса ỹстĕр тесе йĕркелеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика