Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăру çыннисем - стартра

18 июня 2014 г.

Июнĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти "Спартак" стадионта Раççей пенсионерĕсен спартакиади иртнĕ. Раççей Федерацийĕнче спартакиадăна пĕрремĕш хут Чăваш Енре йĕркеленĕ. Асăннă ăмăртăва Раççейри 56 регионри пенсионерсем çеç мар, Беларуç, Таджикистан, Узбекистан, Серби ветеранĕсем те хутшăннă. Спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федераци Канашĕн Социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитет ертỹçи, Раççей пенсионерĕсен союзĕн Тĕп правленийĕн президиумĕн председателĕ Валерий Рязанский тата РФ Спорт министерствин физкультурăпа спорт аталанăвĕн департаменчĕн директорĕ Марина Томилова саламланă.

    Пĕрремĕш спартакиадăна ирттермешкĕн мĕншĕн Чăваш Республикине суйласа илнĕ-ха?

    - Сирĕн республика спортпа туслă регион, 2013 çулхи пĕтĕмлетỹпе наци премине тивĕçнĕ. Кунта массăллă тата ача-пăча спорчĕ вăйлă аталанать, çавăн пекех ветерансемпе сусăррисем валли сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн услови çителĕклех, - пĕлтернĕ РФ Спорт министерствин ĕçченĕ Марина Томилова. ]

     Спартакиадăра 55-60 çулсенчен иртнĕ хĕрарăмсемпе арçынсем ишес, тĕл перес енĕпе, сĕтел çи теннис, çăмăл атлетика, шахмат турнирĕсенче тата хутăш эстафетăра вăй виçнĕ, доминолла тата волейболла вылянă. Икĕ куна тăсăлнă тупăшу пĕтĕмлетĕвĕсемпе пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Кемĕр облаçĕн ветеранĕсем хăпарнă, кĕмĕл медале Пермь крайĕн пенсионерĕсем çĕнсе илнĕ. Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Ентешсем хутăш эстафетăра палăрнă, финиша виççĕмĕш çитнĕ. Республика чысне 8 ветеран хỹтĕленĕ: пирĕн районти пултаруллă спортсмен Анатолий Давыдов, Шупашкарти Роза Алексеева, Фарида Кузнецова, Сергей Юрьев, Мария Ушенина, Анатолий Алексеев, Татьяна Богдашкина, Йĕпреç районĕнчи Владимир Васильев. Вĕсем спартакиадăн республикăри тапхăрĕнче лайăх кăтартусемпе палăрнă, тĕрлĕ ăмăртура мала тухса Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хỹтĕленĕ. Маттур ентешĕмĕр! Асăннă спартакиадăна Анатолий Клементьевич Давыдов хутшăнма пултарни, ăмăртусенче палăрни уйрăмах савăнтарать. Спартакиадăран мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăннă-ха вăл?

     - Раççейре аслă ăру çыннисем валли спартакиада йĕркелени калама çук пархатарлă ĕç. Унта хутшăнма май килни тата та хăпартлантарать, вăй-хăват хушать. Пĕр-пĕринпе курнăçса калаçни, вăй виçни ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Хамăр çĕр-шыв ветеранĕсемпе çеç мар, Раççей тулашĕнчи пенсионерсемпе паллашрăмăр, вĕсен пурнăçĕпе кăсăклантăмăр. Сăмахран, Сербинче пенсионерсем хушшинче Олимпиада ирттересси йăлана кĕнĕ иккен. Вĕсем унта хаваспах хутшăннине, Чăваш Ене те вăй виçес, ыттисен паха опычĕпе паллашас кăмăлпа килнине каласа пачĕç. Аслă ăру çыннисем, тивĕçлĕ канура пулин те, спорта туслă пулни, сывлăха çирĕплетни чăннипех те савăнтарать.

      Спартакиадăна 50-60 çулхисем çеç мар, Липецк облаçĕнчи 84 çулти Зоя Романовская, Тверьтен 86 çулхи Анатолий Корнилов килсе çитни те тĕлĕнмелле. Вĕсем çулĕсене пăхмасăрах чупаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ.

     - Анатолий Клементьевич, мĕнле ăмăртусене хутшăнтăр, çитĕнỹсем пур-и?

     - Çăмăл атлетикăна кăмăлланăран, 400 метрлă дистанцире вăй виçрĕм. 103 спортсменран финиша 8-мĕш çитрĕм, винтовкăран персе 60 пенсионертан 18-мĕш вырăна тухрăм. Хутăш эстафетăра команда виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

      - Çитĕнỹсем тăрăшмасăр пулмаççех ĕнтĕ, ăмăртусене хатĕрленетĕр-и е тỹрех старта тухатăр?

      - Тар тăкмасăр, хатĕрленмесĕр çĕнтерме май килмест. Çемйипех чупни, велосипедпа ярăнни, бассейна çỹрени сывлăха çирĕплетет, ăмăртусенче çĕнтерме май парать. Кашни кунах каç кỹлĕм старта тухатпăр, спорт валли яланах вăхăт тупнă, тупатпăр та.

      Анатолий Клементьевич тин çеç ăмăртуран таврăннă пулсан та, июнĕн 20-мĕшĕнче Давыдовсем Канаш хулинче ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн парнине çĕнсе илессишĕн йĕркелекен çемье спорт фестивальне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Унсăр пуçне вĕсем çак кунсенче çеç Диана хĕрĕпе Çĕмĕрле хулинче йĕркеленĕ çуллахи полиатлон вăййисенчен çĕнтерỹпе таврăннă. Малашне те ăнăçу сунатпăр Давыдовсене.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика