Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ас тăватпăр, пуç таятпăр

14 мая 2014 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнине Раççейре, Чăваш Енре, районта анлăн паллă турĕç. Уяв ячĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç. Мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене хăюлăхĕпе чăтăмлăхĕшĕн чĕререн тав турĕç, çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă паттăр салтаксене аса илсе пĕр минут шăп тăчĕç. Хаяр вăрçă çулĕсенче Чăваш Енри 208 пин çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен çурри тăван ене каялла таврăнайман. Пирĕн районтан вăрçа 7 пин ытла çын хутшăннă, вĕсенчен çурри ытларах çеç каялла таврăннă. Шел, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнисен шучĕ те çулсерен чакать. Паянхи кун ырă-сывă пурăнакансем Çĕнтерỹ кунне савăнса, куççульленсе кĕтсе илчĕç.

Майăн 8-мĕшĕнче районти ял тăрăхĕсенче Çĕнтерỹ кунне халалланă мероприятисем иртрĕç. Майăн 9-мĕшĕнче пурте районти Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умĕнче йĕркеленĕ митинга хутшăнчĕç. Çĕнтерỹ кунне халалланă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев уçрĕ. Вăл пурне те Аслă Çĕнтерỹ уявĕпе саламларĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă та мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав турĕ. - Çĕнтерỹ кунĕ - пĕтĕм ăрăва пĕрлештерекен сăваплă уяв. Халĕччен курман пысăк синкер вун-вун миллион çын пурнăçне татнă. Вĕсен паттăрлăхне нихăçан та манас çук, - терĕ Михаил Романович.

Район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, ентеш Петр Краснов, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи пайĕн специалисчĕ Герольд Серебров уява килнисене, ветерансене ăшшăн саламларĕç, вăрçă çулĕсенче терт-нуша тỹснисене çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунчĕç.  

Кашни çулах уява пухăннисем çамрăк армеецсен парадне кăсăкланса пăхаççĕ. Шкул ачисем ветерансен умĕнче мăнаçлă туйăмпа юрăпа та, маршпа та çирĕппĕн утса иртрĕç. Паттăр салтаксене сума суса район тата администраци пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умне, Совет Союзĕн Геройĕсен Федор Черновăн, Иван Кабалинăн, Геннадий Габайдуллинăн, Георгий Черновăн, Константин Антоновăн бюсчĕсем патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уяв юрă-ташăпа илемлĕ. Ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, культура ĕçченĕсем, "Мишар" ансамбль савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕç. "Мишарсем" "Юратса пурăнмалла!" чăваш юррине пурин кăмăлне каймалла шăрантарчĕç.

Спорта кăмăллакансем Асанкасси ялĕнчи стадионта мини-футболла вылярĕç. "Çĕр тата çынсем" музейре выставкăпа паллашма майсем пулчĕç. Парад хыççăн ветерансем "Кĕтне" кафере салтак пăттине ас тиврĕç.

Каçхине "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче йĕркеленĕ концерт та куракансен кăмăлне кайрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика