Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕн - сумлă юбилей

19 декабря 2017 г.

Хырай Ĕнел ... Тутарстан Республикипе чикĕленекен ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă: инçех мар - лăсăллă, хырпа чăрăш вăрманĕ. Юнашарах Кĕтне шывĕ юхса иртет. Сывлăшĕ кунта уçă та таса. Çавна пулах-и, тен, çак тăрăхра пурăнакан çынсем вăрăм ĕмĕрлĕ? Вĕсенчен пĕри - Александра Яковлевна Седлова.

Александра Яковлевна Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Пурнăçĕ унăн çăмăлах килмен, апла пулин те пуç усма хăнăхман вăл. Йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăннă, утăм хыççăн утăм утăмланă. Сăмах май каласан, вăхăтĕнче Шура аппана ĕçри тăрăшулăхпа унти çитĕнỹсемшĕн пĕрре мар Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем парса чысланă. Сумлă та пултаруллăскер "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем йăмăкĕпе, Маргарита Яковлевнăпа, иккĕшех пурăнаççĕ, сăваплă пурнăç йăли-йĕркине тытса пыраççĕ.

Çак кунсенче, декабрĕн 16-мĕшĕнче, Шура аппа 90 çул тултарнине паллă турĕ. Ăна çав ятпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова çитрĕç. Пушă алăпа килмен хăнасем, юбиляр патне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин янă ăшă çырăва илсе çитерчĕç.

Александр Николаевич кинемее юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа канлĕ ватлăх, телей, çитес черетлĕ çуралнă кунне те ырлăх-сывлăхпа кĕтсе илме сунчĕ. Эпир те Шура аппана юбилей ячĕпе саламлатпăр.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика