Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика калаçăвĕ иртрĕ

01 декабря 2017 г.

Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли куна çулсерен тĕрлĕрен девизпа ирттереççĕ, кăçал - "Мое здоровье - мое право" чĕнỹпе. Çак куна халалласа Нĕркеç вăтам шкулĕнче тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ. Акă, ноябрĕн 28-мĕшĕнче ачасемпе "ВИЧ-инфекци тĕ-лĕрмест" темăпа калаçу ирттертĕмĕр.

ВИЧ пирки калас пулсан, унпа чирлисем тĕрлĕ çĕршывра пур. СПИД хуйхи уйрăммăн илнĕ кашни çыннах пырса тивет, мĕншĕн тесен вăл эпир хамăра кăмăл-сипет енчен мĕнле тытнипе тỹрре-мĕнех çыхăннă. Унсăр пуçне çакна та палăртмалла - СПИД сывалман чирсенчен пĕри шутланать, ăна çаклатнисем чылай чухне вилеççĕ.

Малтанах ВИЧ вирусĕ хăй çинчен пĕлтермест, çавна май çын хăй чирлине пĕлмессе те пултарать. Питĕ чее вирус 10-12 çул аталанса пырса организмри иммун системине пĕтерет.

СПИД виçĕ майпа ерме пултарать. Чи анлă сарăлни - чирлĕ çынпа ар çыхăнăвне кĕни (80 процент). Унсăр пуçне çынна ют юн яни те хăш чухне хăрушлăх кăларса тăратать. Вируслă хĕрарăмăн ачи те чирлĕ çуралать. Паллах, кун пек ачасем нумай пурăнаймаççĕ, вилеççĕ.

Чун тасалăхĕпе ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ пурнăç тытса пыни - чиртен сыхланмалли чи паха меслет. Яшсемпе хĕрсене вара çакна калас килет: мораль енĕпе чыслă пулни, тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвне кĕменни тата наркотикпа, эрех-сăрапа айкашманни, пирсингпа татуировка тутарманни - СПИДран сыхланмалли чи паха мелсем. Профилактика калаçăвĕ хыççăн ачасем тест ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

М.ТИШОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика