Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç пысăк - кăмăл аван

18 августа 2017 г.

Вырма - яваплă тапхăр. Уй-хирти пулса çитĕннĕ тыр-пула пухса кĕртнинчен ытла ăна вăхăтра алласа, типĕтсе пỹлмене хурасси шухăшлаттарать. Ĕçсене ăнăçлă вĕçлесси йĕтемсем, сушилкăсем мĕнле шайра пулнинчен нумай килет. Тĕслĕх вырăнне "Искра" колхоза илер.

"Искра" колхоз - районти чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунти ĕçченсем выльăх апатне палăртнинчен те ытларах янтăлама пултарнă. Сенаж 4590 центнер хатĕрленĕ пулсан, силос вара - 25000 центнер. Нумай çул ỹсекен курăка КСК-100 агрегатпа Юрий Ильин çулать. Ешĕл массăна Алексей Матросов, Алексей Васильев тата Николай Воробьев МТЗ-80 тракторпа тата Николай Кошкин водитель ГАЗ-53 автомашинăпа фермăна илсе çитереççĕ. Кунта вĕсене Кирилл Лебедевпа Виталий Ишмуратов кĕтсе илеççĕ. Çамрăксем автотранспортсен борчĕсене уçса-хупса тăраççĕ.

- Ешĕл массăна таптанă çĕрте 2 сменăпа тăрăшаççĕ. Ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен Николай Кокшин ĕçлет, каçхи 20 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен - Владимир Кудряшов. Пирĕн ĕçченсем пурте маттур, вĕсемпе чăннипех те мухтанмалăх пур, - терĕ Александр Зайцев ертỹçĕ.

Хырай Ĕнелĕн хирĕсенче ĕç вĕрет. 2 çулхи "Вектор" комбайн штурвалĕ умĕнче - Сергейпе Артем Мартыновсем. Хальлĕхе комбайнерсем урпа уйĕнче тар тăкаççĕ. Мартыновсем çĕр ĕçне чунтан парăннă йăхсенчен пĕрисем тесен те юрать. Амăшĕ, Татьяна Леонидовна, колхоз агрономĕ, ывăлĕ те хăйне пурнăç парнеленĕ çыннăн çулне суйласа илес тенĕ. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренет. Çуллахи кану кунĕсенче вара ашшĕ-амăшне пулăшма васкать, çав вăхăтрах юратнă ĕçре тăрăшнине те пытармасть çамрăкскер. Артем спорт енĕпе те харсăр. Яш районта иртекен спорт мероприятийĕсенчен нихăçан та пăрăнмасть. Акă, физкультурниксен кунĕнче "Кĕтне" ФСКра иртнĕ ăмăртусенче те яш 400 метрлă дистанцие çăмăллăн парăнтарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

- Паянхи кун тĕлне пурĕ 200 гектар çинчи тырра пухса кĕртнĕ. Вĕсенчен 80 гектарĕ кĕрхи тулă пулсан, ытти вара - урпа. Хальлĕхе çапса тĕшĕленĕ тыррăн тухăçĕ гектар пуçне 33-35 центнерпа танлашать, - терĕ Татьяна Мартынова агроном. - Комбайнсем хыççăн юлнă улăма та пуçтарсах пыратпăр. Ăна Сергей Белков механизатор преслать. Утă хирĕнче те вăлах ĕçлет.

Çапса тĕшĕленĕ хатĕр тырра Сергей Мартынов, Андрей Руссаков водительсем йĕтем çине турттараççĕ. Кунта вĕсене Камила Фомина весовщица кăмăллăн кĕтсе илет. Виçнĕ тырра КЗСа ярса тасатаççĕ. Юрий Зайцевпа Виталий Никонов тырă алланă çĕрте ĕçлеççĕ. Йĕтем çинче Елена Макарова, Алексей Ишмуратов, Станислав Фомин, Александр Мартынов тата Никита Кабалин тăрăшаççĕ.

- Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Çитес кунсенче кĕрхи акана тухăпăр. Йĕтем çинчи ĕçченсем акмалли кĕрхи культурăсене çителĕклĕ алласа хатĕрлесе çитернĕ. Ку ĕçе 150 гектар лаптăк çинче пурнăçлама пурĕ 500 центнер вăрлăх кайĕ. Çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли материалпа удобрени, тырă "çумалли" химикатсем те çителĕклех, - терĕ "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика