Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ФАПсем хута кайрĕç

11 августа 2017 г.

Саккăрмĕш уйăхăн саккăрмĕш кунĕ Александровка ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн ырă пулăмсемпе нумайлăха асра юлĕ. Ара, çак кун кунта çĕнĕ фельдшерпа акушер икĕ пункчĕ хута кайрĕ. Малашне ялти пĕрремĕш пулăшуçă - фельдшер - чирлисене çĕнĕ те капмар, хăтлă çуртра кĕтсе илĕ. Пĕрлехи савăнăçа пайлама ватти-вĕтти пухăнчĕ.

Савăнăçлă мероприятие сумлă хăнасем - Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Алексей Кизилов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ - чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Краснов, район больницин тĕп врачĕ Валентина Озерова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем - хутшăнчĕç.

- Александровка ялĕнчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ икĕ ялти - Александровка тата Луцки - çичçĕр утмăл çынна пирвайхи пулăшу парса тăрĕ, - терĕ Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова.

Çакна та палăртмалла, 760 çынран 144-шĕ - ачасем. Тин çеç хута янă ФАП çывăхĕнчех вĕренỹ учрежденийĕ вырнаçни вара уйрăмах меллĕ. Малашне çĕнĕ ФАПра Гузелия Ямалиева фельдшерпа Оксана Михайлова санитарка тăрăшĕç.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ФАПсем кашни ялтах пулмалла тенĕ. Хушусем аван пурнăçланни куç умĕнчех. "Республикăри яллă вырăнта пурăнакансене пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" указпа килĕшỹллĕн, 2013-2016 çулсенче республикăра пурĕ модульлĕ 125 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. Кăçал çакăн евĕр 25 ФАП уçма палăртнă. Модульлĕ пунктсем Александровка ял тăрăхĕнче - виççĕ. Иккĕшне халĕ хута ятăмăр пулсан, 2014 çулта Киров поселокĕнче уçăлнăччĕ. ФАПсем хута кайни ял çыннисен пурнăçне хăтлăрах тума пулăшать, - терĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Алексей Кизилов. Петр Краснов депутат вара медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси Чăваш Енри влаç органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине, çĕнĕ ФАПсем çĕкленни халăха кирлĕ те паха медицина пулăшăвĕ пама майсем туса панине палăртрĕ, савăнăçлă мероприятие пухăннисене сывлăхлă пулма сунчĕ.

Хырай Ĕнел ялĕн ваттисен канашĕн председателĕ Людмила Макарова та сăмах илчĕ.

- Паян пирĕншĕн пуриншĕн те савăнăçлă кун, мĕншĕн тесен сывлăх çирĕп пулсан çеç çын пуян. Пирĕншĕн ял тăрăхĕн администрацийĕ, районпа республика ертỹçисем те тăрăшаççĕ. Виçĕ-тăватă уйăх каялла çеç ку вырăнта нимĕн те çукчĕ, халĕ вара, кĕске тапхăртах, илемлĕ, хăтлă тата условисемпе пуян çурт хута кайрĕ. Тĕлĕнмелле мар-и?! Асăннă кермене икĕ уйăхра çĕклесе лартрĕç, - пĕтĕм çыннăн кăмăлне палăртрĕ вăл.

Тинех кашниех чăтăмсăр кĕтнĕ самант та çитрĕ. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн сумлă хăнасем çĕнĕ ФАП алăкне яри! уçса кĕчĕç. Кунта çынсен сывлăхне тĕрĕслеме, сиплеме условисем пурте пур. Ял çыннисене малашне ĕçне чунтан парăннă Зоя Ишмуратова фельдшер йышăнĕ. Вăл 414 çынна, çав шутра 48 ачана, пăхса тăрĕ. Чылай çул сывлăх сыхлав сферинче тимлекенскере халăх хисеплет.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика