Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕ 84 çулта

07 февраля 2015 г.

Февралĕн 8-мĕшĕнче "Каçал ен" ("Октябрь ялавĕ) хаçатăн 1-мĕш номерĕ тухнăранпа 84 çул çитет. Çак вăхăтра хаçатра район историйĕ тỹрремĕнех çырăнса пынă, çырăнать те, мĕншĕн тесен эпир, хаçат ĕçченĕсем, кашни уява, мероприятие, спорт ăмăртăвĕсене çутататпăр. Вулакансене кăсăклантаракан материалсене пичетлеме тăрăшатпăр. Паянхи кунччен çĕр-çĕр тĕрлĕ материалта, очерксемпе тĕрленчĕксенче пин-пин çын шăпине çутатнă. Малашне тата паллă та пултаруллă, хисепе тивĕç ытти çынсем, маттур çамрăксем пирки çырса пĕлтерĕпĕр. Ăçта мĕн çĕнни пур, ăна хаçат страницисем урлă халăх хушшине анлăн сарасчĕ. Пичетленекен материалсем вулакан кăмăлне тивĕçтерччĕр.

Енчен те сирĕн сĕнỹсем пур пулсассăн, шăнкăравлăр, çырăр. Эпир сирĕнпе яланах çыхăну тытма хатĕр. Паянхи кун хаçат эрнере икĕ хутчен кун çути курать, 2782 экземплярпа пичетленет. Пирĕн хаçата вулакансен йышĕ малашне ỹссе пырасса шанатпăр. Çуралнă кунта "Каçал ен" ("Октябрь ялавĕ") хаçатра ĕçленĕ пичет ĕçĕн ветеранĕсене, обществăлла корреспондентсене, почта ĕçченĕсене, вулакансене ăшшăн саламлатпăр. Çыхăну малашне те çирĕп пултăр!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика