Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра яланах çĕнĕ тĕллевсем пулччăр

04 февраля 2015 г.

Пĕчĕк ỹсĕм те хăй тĕллĕн пулмасть. Кунта пĕтĕмпех çынсен тăрăшулăхĕпе çирĕплĕхĕнчен килет. Район ỹсĕмне палăртнă чухне вара кашни хуçалăх, предприяти, организаци ĕç-хĕлне шута илмелле. Пурне те пĕрле хакласа çитĕнĕве палăртмалла. Пурте кар тăрса ĕçлемесĕр палăртнă тĕллев патне çитме çăмăл мар. Кунта кашни çын тỹпе хывни пĕлтерĕшлĕ. Каçал тăрăхĕнче чăннипех те маттур, пуçаруллă, ĕçчен çынсем пурăннине юлашки 5 çула пĕтĕмлетнĕ цифрăсемпе фактсем çирĕплетеççĕ. Çак вăхăтра район вăй илсе çирĕпленчĕ, илемленчĕ, аталанчĕ. Çĕнĕрен çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртме май килчĕ. Ялсемпе района çывăхлатакан çулсене юсама, çĕннисем сарма вăй çитернĕ.

Ял хуçалăхĕнче те çĕнĕ утăмсем сахал мар пулнă. Сăмахран, юлашки 5 çулта çĕнĕ йышши сĕт-çу фермисем, сурăх, лаша ферми, çĕр улми упрамалли хранилищĕсем тата ытти объектсем хута кайни те ỹсĕме çирĕплетет.

Район центрĕнче çĕнĕ ача сачĕ - "Радуга" - кĕске вăхăт хушшинчех хута кайса ачасене йышăнма пуçларĕ. Паянхи куна унта 190 ача çỹрет. Тукай Мишерĕнче шкула çĕнетсе пысăклатни, ун çумĕнче ача сачĕ хăпартни те - паянхи пурнăçа тивĕçтерекен пулăм. Район центрĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ пурри кашни çынна савăнтарать. Унта пурте сывлăхне çирĕплетме çỹреççĕ, бассейнра ишсе киленеççĕ. Çулталăкне комплексра çĕр-çĕр амăрту иртет. Хĕллехи вăхăтра ватти-вĕттине хоккейла выляса, конькипе ярăнса киленме районта 7 каток ĕçлет, çуллахи вăхăтра унта футбол, волейбол выляса киленеççĕ.

Суту-илỹ те пĕр вырăнта тăмасть. Халăх ыйтăвне тивĕçтерекен çĕнĕрен-çĕнĕ магазинсем, кафесемпе столовăйсем уçăлаççĕ. Суту-илỹ тытăмне паянхи пурнăç условийĕсемпе килĕшỹллĕн йĕркелес, ĕçлеме, тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме лайăх майсем туса парас тĕллевпе ĕçлеççĕ кооператорсем. Пĕр вырăнта тăмастпăр, шав малалла аталанатпăр.

Иртсе кайнă çула пĕтĕмлетсе çĕнĕ çулта тата та вăйлăрах ĕçлеме тăрăшатпăр. Çапла çул хыççăн çул иртет. Апла пулин те, кашни çул район кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварать. Сăмахран, 2010 çула илес пулсассăн, район историйĕнче "Кĕтне" ФСК уçăлнине çырса хунă. 2012 çулта Михаил Романович Афанасьева район администрацийĕн пуçлăхне суйланă. 2013 çулта район администрацийĕн çуртĕнче халăха тивĕçлĕ пулăшу паракан нумай функциллĕ центр, "Радуга" ача сачĕ, Тукай Мишерĕнче садикпе çĕнелнĕ шкул, Асанкассинче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Пĕлтĕр район 75 çулхи юбилейне анлăн уявланипе пĕрлех, июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕ çỹллĕ шайра иртрĕ. Уявра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сумлă хăнасем пулчĕç. Вун-вун халăх çынни пĕрле пухăнса юрларĕ, ташларĕ. Çак кунах Киров поселокĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ алăкĕсене уçрĕ. Республика кунĕ тĕлне район тата 12 ял тăрăхĕ хăйсен гербĕсемпе ялавĕсене хатĕрлесе çитерчĕ.

Аса илмелли, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетмелли сахал мар. Тунă ĕçсемшĕн савăнса, вĕсемпе мухтанса кăçал тата çитес çул татах та хăпартланса, тăрăшса ĕçлемелле. Умра яланах çĕнĕ тĕллевсем пулччăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика