Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литературăна, Константин Иванова халалланă çулталăк ăнăçлă пуçланчĕ

28 января 2015 г.

Январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче кăçалхи çулталăка Раççейре - Литературăна, Чăваш Енре К.В.Иванова халалланă май савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта пирĕн районти культура ĕçченĕсем, вăл шутра райадминистрацин культура пайĕнче, библиотекăсенче, редакцинче тăрăшакансем тата ыттисем хутшăнчĕç. Вĕсем кĕнекесен куравĕсемпе паллашрĕç, пысăк концерт курса савăнчĕç.

Уява хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăçал Литература çулталăкĕ пулнă май обществăра литературăпа вулав туртăмне пысăклатмаллине, тăван халăхăн культурăпа истори еткерне сыхласа хăвармаллине палăртрĕ. "Чăваш Енре 2015 çул - Константин Иванов çулталăкĕ. Çакна кăçал К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа йышăнтăмăр. Çыравçăн чи паллă ĕçĕ - "Нарспи" поэма - пурин чĕрине те ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Çак хайлавра çынна юратма, тăван çĕре хисеплеме, мăн асаттесен йăли-йĕркине астуса пурăнма вĕрентекен тĕлĕнмелле паха культурăна çырса кăтартнă. Эпир çак пархатарлă ĕçе, пуян тупрана упраса хăварма тивĕç. 2015 çулта Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалланă мероприятисем чылай пулĕç. Вĕсем чăваш халăхĕн, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн, культура шайне ỹстерме, регионсем хушшинчи хутшăнăва çирĕплетме пулăшĕç", - терĕ Михаил Игнатьев. Ĕçре хастар пулнисем савăнăçлă мероприятире республика Пуçлăхĕн аллинчен патшалăх наградисене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ çамрăк вĕрентекенсемпе вулавăшсенче тимлекенсене ятарлă стипендие тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарчĕ. Литература çулталăкне халалланă уяв программи чаплă, пуян та интереслĕ, куракансемшĕн малашне вăй-хăват парса тăракан хăйне евĕр чун апачĕ пулчĕ. Уяв программине хатĕрлесе йĕркелекенĕ - кино тата театр режиссерĕ Вячеслав Оринов.

Л.Шуряшкина

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика