Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çула пĕтĕмлетсе, çитес çула - пысăк тĕллевпе

24 января 2015 г.

2014 çул хыçа юлчĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха вăл, палăртнă ĕçсене вĕçлеме май килчĕ-ши? Пĕлтĕрхи ĕçсемпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр-и? Кăçал мĕнлерех ĕçлес тĕллевпе утатпăр, шухăш-кăмăлсем епле? Çак тата ытти нумай ыйту çине хурав тупас тесе района республикăри хаçатсен, радио тата телевидени журналисчĕсем килсе çитрĕç. Шăпах вĕсемпе пĕрле эпир те иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕмĕр. Пĕлтĕр хута яма вăй çитернĕ социаллă объектсене çитсе куртăмăр, унти ĕç-хĕлпе паллашрăмăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин тата вырăнти ертỹçĕсем хута янă, ыран-паян яма палăртакан объектсемпе туллин паллаштарчĕ

- Мĕн тери пысăк ферма, кун пеккисем республикăра çав тери сахал, - палăртрĕç вĕсем. Чăннипех те çапла. Ферма 150 пуç лаша валли пулĕ. Хальлĕхе хуçалăхра вĕсен шучĕ 30 пуç. Малашне вара фермăра тĕрлĕ ăратлă ăйăрсем, рысаксем вырăн тупасси паллă. Çавăн пекех Çĕнĕ Сĕнтĕрти Хайртдинов фермер хуçалăхĕн ĕне фермине те çитсе куртăмăр. Фермăна ятарлă проектпа килĕшỹллĕн 200 пуç ĕне валли тунă.

"Рассвет" ЯХПК-ра 2 пин тонна çĕр улми упрамалли хранилище туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна хута яма 12 миллион ытла укçа-тенкĕ тăкакланă, çак хакран 30 процентне патшалăх саплаштарни те витĕмлĕ пулăшу. "Хлебозавод" ООО кăларакан продукципе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе те паллашма кăсăклă пулчĕ. Паянхи куна кунта тĕрлĕ пĕремек-печени, булка, сушка, çăкăр пĕçерсе кăлараççĕ. Хатĕр продукцие вырăнти тата ытти хуласемпе районсенчи лавккасене ăсатаççĕ.

Районта обществăлла апатлану пысăк хăвăртлăхпа аталанни те сисĕнет. Çĕнĕрен çĕнĕ кафесем, столовăйсем хута кайнă. Сăмахран, Комсомольскинчи сельхозтехника территорийĕнчи А.Лекарева уйрăм предпринимателĕн столовăйĕ те лайăххисен йышĕнче. Пурнăçланă ĕçсемпе паллаштармалли районта пайтах. Пур çĕре çитсе те кураймăн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев 2014 çула пĕтĕмлетсе, кăçал пурнăçлама палăртнă ĕçсемпе туллин паллаштарчĕ, журналистсен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕ. Тĕплĕнрех çитес номерте.

А.Ефремова

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика