Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырупа тухать

17 января 2015 г.

Январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне çулленех яракан Çырупа тухать. Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакан сен, обществăлла организацисен членĕсен, граждансен сĕнĕвĕсемпе шухăш-кăмăлĕсене шута илнĕ. Асăннă ĕç хутĕнче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсене палăртнă, Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн программисене пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсемпе, малашлăха вырăнти хăй тытăмлăх тата ĕç тăвакан влаç органĕсем умне лартнă тĕллевсемпе паллаштарасси пулĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çулленех яракан Çырура республика аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрне палăртать. Информаци политикин министерстви 2012-2014 çулсенче панă хушусене пĕтĕмпех пурнăçланă. Массăллă информаци хатĕрĕсем документăн тĕп положенийĕсене çутатса 2 пин ытла материал пичетленĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕн 2012 çулхи Çырăвĕнче цифрăллă телевидение аталантарасси пирки те каланă. 2014 çул вĕçĕнче тĕрĕслесе пăхмалла цифрăллă телевидение Шупашкар, Канаш хулисемпе Тăвай районĕнче янă. Çакă 500 пин куракана пысăк пахалăхлă телекуравпа тивĕçтерет. 2014 çула янă Çырура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен тỹрĕ трансляцине йĕркелеме, халăхпа интернетра тỹрĕ калаçу йĕркелеме тĕллев лартнă. Çак хушăва пурнăçа кĕртсе 2014 çулхи январьтех республика правительствин ларăвĕсене пĕтĕм халăх курма пултарать. Чăваш Енĕн пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн порталне малалла аталантарассипе те ĕçленĕ, ытти ĕçсене те пурнăçланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн юлашки 4 çулхи Çырăвĕсенче халăха медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Республикăра пурăнакансен пурнăç шайне аванлатмалли политика медицинăпа демографи лару-тăрăвне упраса хăварма пулăшрĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ пирĕн тăрăхра халăх йышĕ хăй халлĕн ỹсет, çынсен пурнăç тăршшĕ 70,79 çула çитрĕ (2010 çулпа танлаштарсан 2,25 çул ытларах). Çуралакансен шучĕ вилнисенчен 6,4 процент ытларах пулнă. Пĕчĕк ачасем, мăн çынсен пĕтĕмĕшле вилеслĕхĕ чакнă, çав шутра юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе, усал шыçăсемпе, туберкулезпа чирлесе. Кивелсе усă курма юрăхсăра тухнисем вырăнне 2 çулта 60 фельдшерпа акушер пункчĕ туса хута янă.

"Наци сывă пултăр, сиплев çине каякан тăкак сахаллантăр тесен профилактика ĕçне вăйлатмалла", - тенĕ 2013 çулта янă çырăвĕнче М.В.Игнатьев. Республикăра физкультурăпа спорт кашни çын пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăтăр тесе хăтлă условисем йĕркелеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви "Тухтăрпа - уçăлса çỹреме" акцие кашни уйăхрах ирттерет. 2013 çулта республикăра массăллă диспансеризаци пуçланчĕ, вăл чирсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртма, сиплеме май парĕ. Кашни районтах физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ, вĕсенче сывлăха çирĕплетме условисем пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика