Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу иртнĕ

29 марта 2014 г.

 Мартăн 27-мĕшĕнче районта Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен анлă семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Асăннă канашлăва пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашас, тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явас тесе час-часах йĕркелеççĕ. Унта тĕрлĕ ведомствăсенче ĕçлекен пуçлăхсемпе специалистсем те хутшăнчĕç. Каçал тăрăхне килнĕ хăнасем чи малтанах Тукай Мишер вăтам шкулĕнче пулчĕç, кунти çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Вăтам шкула пĕлтĕр тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Паянхи куна кунта 300 яхăн вĕренекен пĕлỹ пухать. Ача сачĕ те шкултах вырнаçнă. Пỹлĕмсем хăтлă, таса, пысăк. Вĕренекенсене аталанма кунта пĕтĕм услови пур. Стоматологи кабинечĕ пурри те ял шкулĕшĕн çĕнĕлĕх. Урмаелĕнчи информаципе культура центрĕпе паллашнă май, вăл вăй илсе аталаннине те палăртрĕç семинара хутшăнакансем. Кунта тăтăшах Раççей, республика, район шайĕсенчи фестивальсене йĕркелени те çакнах çирĕплетет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев пухăннисене чи малтанах Каçал тăрăхĕпе паллаштарчĕ, инфраструктура мĕнлерех аталаннине те каласа хăварчĕ. Сăмахран, кăçал район 75 çулхи юбилейне паллă турĕ, Республика кунне уявлама хатĕрленмелле. Апла пулсассăн пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ самаях пысăк. Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешỹсен совечĕн директорĕ С.Николаев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнлерех ĕçленипе паллаштарчĕ. Республикăри муниципалитетсене пырса тивекен актуаллă ыйтусем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех контрольпе надзор ĕç-хĕлĕн 2013 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитменлĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Комсомольски район прокурорĕ В.Николаев муниципаллă службăра коррупципе право йĕркине пăснин профилактики пирки тата ытти чарусем çинче чарăнчĕ. Пĕлтĕрхи тупăшпа паллаштаракан справкăсене еплерех хатĕрлени çинчен те каласа хăварчĕ. РФ суд приставĕсен службин исполнительлĕ производство уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Е.Иванова пурнăçламалли документсене еплерех хатĕрлемеллипе паллаштарчĕ. РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн тĕп специалисчĕ Л.Иванова муниципаллă пĕрлешỹсен Уставĕсене регистрацилес вăхăта тата унпа çыхăннă ыйтусене туллин çутатрĕ. Палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлама сĕнчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хуçалăх кĕнекисене мĕнлерех йĕркелемеллине, ял çыннисене хушма хуçалăха аталантарма паракан кредит илме справкăсем епле хатĕрлемеллине ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ И.Кокшина каласа пачĕ. Вăл яллă вырăнсенче пурăнакан çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма паракан тĕрлĕ социаллă программăсем пирки те асăнса хăварчĕ. Канашлура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне тимлĕн тишкерчĕç, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕç.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика