Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тăрăшуллисене – патшалăх наградисем

28 декабря 2013 г.

Декабрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи лайăх ĕçченсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысланă. — Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшни, професси ăсталăхне туптаса çитĕнÿсем туни — çакă сире пĕр чăмăра пĕрлештерсе тăрать, — палăртнă саламра пуçлăх. — Республикăн 2013 çулхи çитĕнĕвĕсем — Раççейри эффективлăх никĕсĕн тата экологи бизнесĕн яваплăхĕн рейтингĕнче пĕрремĕш вырăнта пулни, физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премийĕпе чыслани, сывлăх сыхлавĕн модернизаци программи ăнăçлă пурнăçланни, вĕренÿ системи паха ĕçлени, промышленноçпа строительство отраслĕсем, агропромышленноç комплексĕ аталанни — пурте суйласа илнĕ профессинче чăн-чăн ăстасем ĕçленине çирĕплетеççĕ, — пĕлтернĕ вăл хăйĕн сăмахĕсенче. Михаил Игнатьев Чăваш Енри чи маттур та тăрăшуллă ĕçченсене ятран саламланă. Çак йышра вара пирĕн ентешсем пурри те савăнтарать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 118-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн районти Александровка тĕп шкулĕн вĕрентекенне Сергей Витальевич Антонова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят панă. Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçине Владимир Павлович Павлова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» патшалăх наградипе чысланă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика