Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Факела йăтакансем – тивĕçлĕ çынсем

18 декабря 2013 г.

Иртнĕ номерте çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ, Олимп çулăмĕ тĕп хуламăра, Шупашкара, декабрĕн 27-мĕшĕнче çитет. Паянхи кăларăмра эпир хаçат вулакансене факел йăтакансемпе паллаштарăпăр.

Елена Николаева, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ХХVI Олимпиада Вăййисен чемпионĕ, ХХХ Олимпиада Вăййисен пăхăр призерĕ (хăвăрт утассипе).

Олимпиада Иванова, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ХХVIII Олимпиада Вăййисен пăхăр призерĕ (хăвăрт утассипе).

Владимир Андреев, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ХХVIII Олимпиада Вăййисен призерĕ (хăвăрт утассипе).

Ирина Калентьева, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ХХIХ Олимпиада Вăййисен призерĕ (велоспорт — маунтинбайк).

Алина Иванова, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимпиада Вăййисене хутшăннăскер, Европа тата Тĕнче чемпионки (çăмăл атлетика).

Татьяна Архипова, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ХХХ Олимпиада Вăййисенче марафон чупса призер пулнăскер.

Сергей Иванов, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ХХIХ Олимпиада Вăййисен участникĕ (çăмăл атлетика, 10 километр).

Кристина Савицкая, Раççей спорт мастерĕ, ХХХ Олимпиада Вăййисене хутшăннăскер (çăмăл атлетика, çичĕ енлĕ ăмăрту).

Альбина Майорова, тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, ХХХ Олимпиада Вăййисене хутшăннăскер (çăмăл атлетика, марафон).

Вячеслав Акимов, тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ.

Юрий Ильин, Раççей спорт мастерĕ, VII, VIII Паралимп Вăййисен участникĕ (йĕлтĕрпе чупасси).

Юрий Степанов, Раççей спорт мастерĕ, Пĕтĕм тĕнчери чемпионат призерĕ (бадминтон).

Светлана Ерпылева, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Мариинско-Посадский» уйрăмĕн юрисконсульчĕ, шалти службăсен капитанĕ.

Ирина Музыкантова, ЧР Культура министерствин «Трактор тăвакансен культура керменĕ» АУ «Суварята» халăх ансамблĕн балетмейстерĕ.

Кирилл Львов, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен (2012 ç.) олимпиадин юлашки тапхăрĕн çĕнтерÿçи.

Татьяна Огандерова (Моисеева), биатлон енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 2007—2008 çулсенче Пĕтĕм тĕнчери биатлон енĕпе ăмăртассипе Кубокăн призерĕ, Пĕтĕм тĕнчери Универсиада призерĕ.

Светлана Захарова, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ХХVII тата ХХIХ Олимп Вăййисен участникĕ, Бостонри тата Чикагăри марафонсен çĕнтерÿçи.

Николай Игнатьев, ЧР Культура министерствин «Чăваш патшалăх ансамблĕ» БУ артисчĕ. Владимир Григорьев, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Олимп Вăййисен чемпионĕн Владимир Воронковăн тренерĕ (йĕлтĕрпе чупасси).

Маргарита Салдимирова, биатлон енĕпе СССР спорт мастерĕ, ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерствин 2 "-лĕ СДЮСШОР тренерĕ.

Михаил Кузнецов, РСФСР тата СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Олимп чемпионкин В.Егорован тренерĕ, ХХХ Олимп Вăй-йисен пăхăр призерĕн Т.Архипован тренерĕ.

Факела йăтакансем хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Вĕсем:

— Владимир Петрович Воронков, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, ХI хĕллехи Олимп Вăййисен йĕлтĕрпе эстафетăпа чупассинче чемпион.

— Валерий Владимирович Карпов, ЧР Культура министерствин «Чăваш драмтеатрĕ» АУ артисчĕ.

— Владимир Николаевич Краснов, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, И.Калентьевăна ХХIХ Олимп Вăййисене хатĕрленĕскер.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика