Аттиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паймитри Черновсен чун сакаре

14 июня 2006 г.

         Паймит - Куславкка районенчи печек ялсенчен пери. 40-е яхан килте (нумайаше хупанна) пуре те 25 сын сес пуранать. Касал кунта 17 сын хел касна. Апла пулин те яла сут санталак газе ситне. Утма сул та пур. Шкула 5 шеверкке сурет. Пелтер ялта пер ача сурална. Вал та пулин ашше - амашепе перле Хусана кусса кайна. Хале ялти чи асли - Серафима Кузьминична Иванова. Вал 95 сул тултарна. Иулита Ермолаевна Ермолаева унтан 6 сул кесенрех.

        Черновсен семйи - Паймитре чи сумли. Алексей Ивановичпа Нина Ильинична шакал-шакал каласса пуранса сывах вахатра хайсен ылтан туйне пала тума хатерленессе.Весем 3 ывалпа 2 хер пахса ситентерсе пурнас сулее сине каларна. Хале аслашшепе асламашне 12 манукепе манукен ачи савантарассе. 12 манукран 4-ше - арсын ача. 2 мануке выранти ял хусалах коопиративенче трактористра тарашассе. Черновсен ваталах ывале Юрий те - механизатор. Вал хайен семйипе куршелле Пармасра пуранать. Кесен ывале Вова, унан араме Лариса, хере Люба культура енепе тимлессе.

          Нина Ильинична нумаях пулмасть 70 сулхи юбилейне палла туна.

         - Юбилей касне клубра ирттертемер. Районти пуслахсем те айккинче юлмарес. Районти ветерансен канашен председателе, район администрацийен представителе килсе саламласа парнесем пачес. Ялти артистсем концерт катартрес. Юбилее видеокамерапа та укерсе илчес. Чунран хепертерем, - саванса каласа паче Н.Чернова.

         Нина Ильиничнана сапла сумлан чыслама салтаве пур. Пултарулла херарам дояркара, ял Канашен секретаренче, Пармас ял Канашен председателенч, санитаркара тарашна. 20 сул ытла обществалла майпа ялти клубра фольклор ушкане ертсе пына. Хале те савна машарепе Алексей Ивановичпа районта ирттерекен кашни уявах хутшанать. Черновсен семье ансамбле Чаваш телекуравен «Янра, хут купас!» каларамне темисе хутчен хутшанна. Манукесем те аслашше - асламаше пекех юрра - ташша пит аста. Черновсен династине касал районти уявра ятарласа чыслана.

         Пиреншен, "хыпарсасемшен", Черновсем хайнееверлехпе хакла. Весем мен перлешнеренпех кашни сулах пер сиктермесерех чаваш халах хасатне илсе тарассе. "Хыпаран" "ачисем" тухма пусласан весене те хайсен сапкинче сиктерме пуслана. Сапла кашни сулах. Ашше - амашен теслехепе ачисем те "Хыпар" каларамесене хаваспах сыранса илессе, юратса вулассе. Нина Ильинична вара кулленех "Хыпар" вуланипех сырлахмасть, унан номересене пустарса селесе пырать. Унан "Чаваш херарамепе" "Самраксен хасачен" номересем весем тухма пусланаранпах типтерлен упранассе.

         - "Самраксен хасачен" 18 - меш номерне мана почтальонка темшен памаре. Хасат сителексер пулна тере. Эпе вара Куславккана ятарласа кайса ана киоскран туянтам. Юратна хасата тепе - йерепе вуласа тухмасарниепле те чун канмаре... - пелтерче Нина Ильинична.

       "Хыпаран"пур каларамне те Черновсем ситес сур сула валли тахсанах сыранна енте. Сакна енетерекен абонементсене Нина Ильинична "Хыпар" хасат редакцине суперлотерейара выляса илне парнене илме килсен катартре.

       Эпир "Хыпар" Издательство сурчен шанчакла тусесемпе - Куславкка районенчи Паймитри Черновсемпе - тивислипе мухтанатпар, малашнехи пурнасра весене тулли телейпе икселми вай - хал, пархатарла ыра - сывлахпа анасусем сунатпар.

        Николай Порфирьев

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика