Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă çыравçă (Степан Аслан çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май)

16 ноября 2012 г.

Степан Степанович Аслан - паллă прозаик, очеркист, кулăш ăсти. Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 95 çул çитет.

Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатинче çыравçăн 19 кĕнеки, 200 ытла калавĕсемпе очеркĕсем, повеçĕсемпе романĕсем, статйисем тата ун çинчен çырнă паха материалсем тирпейлĕн упранаççĕ. Мĕнле хакланă-ха паллă çыравçăн пултарулăхне 40-50 çул каялла кун çути курнă пичет докуменчĕсенче;

С.С.Аслан 1917 çулта Канаш районĕнчи Тури Сурăм ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Колхоз почтальонĕ, Канаш районĕнчи "Социализмшăн" (халĕ "Канаш") хаçат редакцийĕн сотрудникĕ пулнă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн нумай вĕреннĕ, республикăра тухса тăракан хаçатсене тăтăшах çырса тăнă.

С.Аслан литература ĕçне чи малтан сăвăсенчен тытăннă. Каярахпа калавсемпе повеçсем хайлама пуçланă. Унăн малтанхи калавĕ "Сăмакка айăкки" 1937 çулхи "Сунтал" журналăн 8-мĕш номерĕнче пичетленсе тухнă. Калав пуçламăшĕнче "Ст. Йаратай" тесе алă пуснă. Унтанпа калав темиçе хут та тĕрлĕ çĕрте пичетленнĕ, ăна шкул ачисем вĕренекен "Тăван сăмах" кĕнекене те кĕртнĕ.

1938-1942 çулсенче çыравçă Совет Çарĕнче пулнă. Совет салтакĕсемпе командирĕсен паттăрлăхне вăл "Комков разведчик", "Засадăра", "Гварди капитанĕ Кириллов" очерксенче çырса кăтартнă. Очерксем хыççăн "Аслати" повеçĕ кун çути курнă. Повеçре автор партизансем тăшманпа паттăррăн кĕрешнине, фашистсене хирĕç тĕрлĕ халăх çыннисем çума-çумăн тăрса çапăçнине сăнланă. Халăх вăйĕ - аслати, ăна никам та, нихăçан та çĕнтереймĕ - çакă произведенин тĕп шухăшĕ пулнă. "Мана "Аслати" повеç питех те килĕшнĕччĕ. Вăт, епле ÿсеççĕ çынсем. Эпĕ кун пек произведени хăçан çырма пултарăп-ши; - тесе шухăшларăм ун чухне", - палăртнă чăваш çыравçи В.Алендей хăйĕн "Тăван çĕр сĕткенĕ" статйинче (Тăван Атăл. - 1977. - " 11. - С. 76).

50-60-мĕш çулсенче Аслан пултарулăхĕ çĕнĕ те çÿллĕрех пусăма çĕкленнĕ. Унăн умлă-хыçлах "Ахрат", "Алла-аллăн", "Хăват", "Сехмет" романĕсем вулакан патне çитнĕ. Ку кĕнекесем чăваш литературинче, уйрăмах унăн илемлĕ прозинче, талантлă автор хушăнни çинчен çирĕплетнĕ. Асăннă романсенче автор чăваш халăхĕн çур ĕмĕр тăршшĕнчи кун-çулне сăнласа панă. "Ахратпа" "Сехметре" çырса кăтартнă ĕçсем революциччен пулса иртнĕ. "Алла-аллăн" роман коллективизаци вăхăчĕ çинчен. "Хăват" романра вара Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи совет çыннин паттăрлăхне, фронтпа тыл пĕрлĕхне ĕненмелле, витĕмлĕ ÿкерчĕксемпе кăтартса панă. Ахальтен мар чăвашсен паллă çыравçи В.Бурнаевский романсене çапла хак панă: "С.Асланăн романĕсем çивĕч сюжетлă, çивĕч конфликтлă. Вĕсенчи пурнăç кĕрешÿре иртет. Унăн романĕсенчи персонажсен диалогĕсем чăн чăвашла, вăйлă, витĕмлĕ. Вĕсенче халăх философийĕпе калоричĕ яр уçăмлăн палăрать" (Коммунизм ялавĕ. - 1987. - 18 чÿк).

С.Аслан творчестви пуян. Унăн калавĕсемпе повеçĕсем, очеркĕсемпе фельетонĕсем "Çул çинчи çутăсем", "Калавсем", "Хам айăплă", "Илемли", "Ял калавĕ" кĕнекесенче пичетленсе тухнă. "Пуçламăшĕ", "Çĕр çунать", "Вăрман кайăкĕсем" повеçсем çырса кун çути кăтартнă.

Çыравçă ачасене те манса хăварман. Унăн "Пулла кайсан", "Павăл савăнăçĕ", "Маруçпа Валерик" тата ытти хайлавĕсем çамрăк вулакансен асне нумайлăха кĕрсе юлнă.

Сăмах ăсти кулăшла калавсем те сахал мар шăрçаланă. Унăн "Тÿнтер çуха", "Куçа-куçăн" кĕнекисем уйрăмах паллă. "Хăйне евĕрлĕ илĕртÿ пурччĕ унăн кулăшĕсенче. Кулăшла калавĕсен хакĕ паян кун та çухалман писателĕн", – çапла палăртнă чăвашсен паллă çыравçи Г. Ефимов 1997 çулхи "Ялав" журналăн 11-мĕш номерĕнче.

Чăваш литературине аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн пултаруллă çыравçа Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

С.С.Аслан 1980 çулта пирĕнтен уйрăлса кайнă. Апла пулин те чăваш халăхĕ унăн ятне манмасть. Вăл çырса хăварнă произведенисем халăхăмăра халĕ те çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ, малашне те хавхалантарĕç.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии  

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429315, Чувашская Республика, Канашский район, д. Кошноруй, ул. Ленина, д. 35
Телефон: 8(83533) 67-4-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика