Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çулталăкне халалласа: Сцена çинче - фабрика çăлтăрĕсем

03 марта 2007 г.

Этем тени çăкăр-тăварпа çеç тутă пулаймĕ. Пурнăçра чун апачĕ те кирлĕ, теççĕ халăхра. Илемлĕ литература, хаçат-журнал вулани, илĕртỹллĕ юрă-ташăпа киленни, интереслĕ мероприятисемпе кăсăкланни пулăшать те çынна канма. Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕ ку тĕлĕшпе питĕ тимлĕ ĕçлет, çĕнĕрен çĕнĕ фестивальсем, кану каçĕсем, конкурссем ирттерсех тăрать. Чăваш тата вырăс эстрада юррисемпе ташшисен фестивалĕ те пĕрре мар пулнă. Кăçалхине Туçа ял тăрăхĕн шайĕнчех ирттерес терĕç. Çавна май мероприятине Анат Туçа, Туçа, Вăтаел, Козловка-Пăлакасси, Тутар Тимеш ялĕсенчи çамрăксене те йыхравларĕç. 2007 çул - Ача çулталăкĕ пулнă май фестивале ăна халалларĕç. Унта кĕçĕн çулхи ачасенчен пуçласа 17 çулчченхисем таран хутшăнчĕç.

Тин çуталакан çăлтăрсене курма халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Фестивале Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕ çумĕнчи ачасен художество пултарулăх ушкăнĕн солистки К.Пыркинăпа ташă ăстисем "Яланах хĕвел пултăр" юрăпа уçрĕç. Ун хыççăн А.Каштанова (Козловка-Пăлакасси) "Хрустальное сердце Мальвины" юрă юрларĕ. Çапла юрă хыççăн ташă, унтан каллех юрă черетленсе концерт малалла тăсăлчĕ. Сцена çине хăйсен ăсталăхĕпе тахçанах палăрма ĕлкĕрнисем те, пуçласа хутшăнакансем те тухрĕç. Чылайăшĕ хăй чăн-чăнах юрă ăсти пулнине кăтартрĕ. Хумханнипе çухалса каякансем те пулчĕç. Çичĕ çулхи К.Карягина (Кивĕ Ахпỹрт) вара чăннипех те маттур. Уçă сассипе "Настоящий друг" юрра илемлĕн шăрантарчĕ. К.Пыркина, С.Арланова, О.Мальцева (Кивĕ Ахпỹрт), Л.Иванова (Туçа), С.Козлова, Д.Хитрова (Козловка-Пăлакасси), О.Баранова, Т.Плешкова (Анат Туçа) юррисене те куракансем лайăх хак пачĕç.

Ташшисем те пĕринчен тепри лайăх. Тумĕ те ĕлккен. Кивĕ Ахпỹртсем инди, хĕвел тухăç, Вăтаельсем чăваш, туçасем араб тата çамрăксен ташшисемпе палăрчĕç. Уйрăм номерсенчен И.Сорокина (Анат Туçа) хĕвел тухăç ташшине ташлани килĕшрĕ. Хусканăвĕ килĕшỹллĕ, илĕртỹллĕ - кирек кам та ăмсанмалла.

Жюри членĕсене фестивале хутшăннисене хак пама çăмăлах пулмарĕ. Камсем пулчĕç-ха çăлтăрсем?

Вун виççĕри К.Пыркина (Кивĕ Ахпỹрт), дипломант ята пĕрре мар çĕнсе илнĕскер, "Калинка" юрра ăста шăрантарчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вун çиччĕри Л.Иванова (Туçа) "Манаймастăп" юрăпа, К.Карягина (Кивĕ Ахпỹрт) "Настоящий друг" юрăпа иккĕмĕш тухрĕç. С.Козлова (Козловка-Пăлакасси) "Айтăр юрлар-и" юрăпа виççĕмĕш пулчĕ.

Хуçасен "Ритм" ташă ушкăнĕ "кивахпỹртĕм чечеклен" ташăпа Гран-прине тивĕçрĕ, туçасен "Зажигай" ушкăнĕ - иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Халиччен фестивальсенче палăрман çĕнĕ ятсем те чылай пулчĕç. Тĕслĕхрен, А.Каштанова, Ю.Суркова (Козловка-Пăлакасси), Е.Уткина (Вăтаел), О.Бельдекова (Туçа) тата ыттисем те. Жюри пĕтĕмлетỹ тунă вăхăтра та куракансене кичем пулмарĕ. К.Пыркинăпа О.Мальцева юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Çĕнтерỹçĕсене дипломпа, хаклă парнепе чысларĕç. Лайăх номерсене районти фестивале кайма суйласа илчĕç.

Пĕр-икĕ сăмах юрă теми пирки. Пĕтĕмĕшле илсен, фестивальте ытларах вырăс тата юрату юррисем янăрарĕç: "Манаймарăм", "Сана савса", "Чарăн, чарăн, каччă" тата ытти те. Чăвашсен ачасем валли сăнарлă та туйăмлă, тарăн шухăшлă, паха сăвăсем тăрăх çырнă кĕвви-çемми те темĕн чухлех вĕт. Ахальтен-им, Чăваш ене çĕр пин юрă çĕр-шывĕ теççĕ.

Тепĕр пăшăрхантаракан çитменлĕх вăл - фестивале ар çын ачасем хутшăнманни. Икĕ сехет ытла тăсăлнă концертра сцена çинче хĕрсем çеç хуçаланчĕç. Туçа тăрăхĕнче пултаруллă, талантлă каччăсем çуках-шим вара? Асăннă çитменлĕхсене çитес çулти фестивальте шута илмеллех.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика