Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăм, савнă ял Пăлакасси

18 октября 2006 г.

 

Ялта 67 хуçалăх, вĕсенче 218 çын пурăнать.

Кунта çуралса ỹснĕ В.Федоров çыравçă хăй пурăннă чухне "Пăлакасси вальсĕ" çырнăччĕ. Пăлакасси, Пăлакасси

Яту тухсассăн сан,

Çурхи шывсен хавас сасси

Тỹрех килет аса.

Ачалăхăм та яшлăхăм

Иртейрĕç йĕркипе.

Çавах эс çамрăк, ялăмăр,

Хĕвел пайăрки пек.

 

Ял ватăлмасть чăнах та.

Çак кунсенче Павловсен çемьере йыш хутшăннă. Карина хĕрĕ йăмăклă пулнă. Çут тĕнчене килнĕ пепкене Анна ят хунă.

 Вуннăмĕш теçеткере утăмлать

Чи асли, чи хисепли вара П.Суркова. Вăл 91 çулта пырать. Икĕ ывăл çитĕнтернĕскер, тĕпре пĕринпе пурăнать. Иванпа кинĕ 4 ача пăхса ỹстернĕ. Ялта пурăнакан, хулара тĕпленнĕ мăнукĕсем те пур ват çыннăн. Асламăшне çуралнă кунпа саламлама шакĕрах пуçтарăннăччĕ вĕсем.

 

Сурăх йышлă усраççĕ

Ытти ялсенче сурăхсен йышĕ чаксах пырать. Пăлакассинче халĕ те килти выльăха кĕтĕве кăлараççĕ. Нинăпа Венедикт Козловсен çеç 15 пуç вĕсем. Кил картинче лаша, пăру та пур. Пурне те хупса хурса алăран çитерейместĕн.

Хуçалăхра техника та кирлех

Çĕрпе ĕçлессине ялта мала хураççĕ. Хуралтă хыçĕнче лаптăксăр пуçне хире çĕрулми, кишĕр, курăк акса-лартса çитĕнтерекенсем пур. Çĕр çинче ĕçлеме техника кирлĕ. В.Кудрявцев, акă, трактор, культиватор, копалка туяннă. Ака агрегачĕ те пур.

 

Хурт çемйисен йышне ỹстереççĕ

Пысăках мар ялта кам мĕн ĕçлени, мĕнле пурăнни ал тупанĕ çинчи евĕрех курăнать. В.Уруков çемйи вĕлле хурчĕ тытать. Çемьесен шутне самаях ỹстерчĕç вĕсем. Пыл хурчĕсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарса çăва кăларма, продукци илме ăсталăхĕ те кирлех. Ку енĕпе ветеринар пĕлĕвĕллĕ çемье пуçлăхĕн чăтăмлăхĕ çителĕклех. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсем те лара-тăра пĕлмеççĕ вĕсем, вĕлле хурчĕ пекех ĕçчен.

 

Кĕрĕвĕ - ют çĕр-шывран

 Ку чухнехи саманара кирек хăш çĕр-шыва кайма, килме майсем пур. Унта юлас текенсене те чару çук. Çыхăну татăлмасть. Караслă телефонсемпе кỹршĕрен калаçнă пекех усă курса шăнкăравла. Т.Федорова, акă, Америка кинĕ. Мăшăрĕпе яла пĕр хутчен çеç мар курма та килнĕ. Ют çĕр-шыврах ентешсемпе тĕл пулса тăрать. Çак кунсенче, акă, пĕр шкулта вĕреннĕ кỹршĕ ял хĕрĕ ун патне пырасса кĕтет. Çул вĕçлениччен хăнана çитме амăшне йыхравланă Таня.

 

Ташă-юрă - чун уççи

Паллă уявсенче клуб ĕçченĕсем ял халăхне культурăллă кантарма тăрăшаççĕ. Кунта ĕçлекен Иринăпа Елена Козловасем хăйсем те сцена çине тухма пултараççĕ. Концертсене хĕрĕсене явăçтараççĕ. Ял халăхĕ Хитровсен юррисене итлесе киленет. Зоя Александровна, Василиса Васильевна, Арсентий Иванович уйрăмшарăн, пĕрле юрлама та ăста.

 

Вырнаçтарни вырăнлă

Кăçал пахча çимĕç ăнса çитĕнчĕ. Пурне те хĕл каçма хума та хушма шăтăксем кирлĕ. Хăшĕсем вара çĕрулмине, кишĕре, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре кĕрхи çатăр сивĕсем пуçланичченех ăсатаççĕ. Ку енĕпе ял халăхне В.Комаров пулăшать. Çитĕннĕ пахча çимĕçе пуçтарса ăсатать, укçипе çитĕнчех татăлать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика