Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн -50 çул

22 июня 2013 г.

 Тутар Тимешĕ районта пĕчĕк ялсен йышне кĕрет пулин те, кунта нумай çул алла-аллăн тытăнса пурăнакансем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Ахмедуллинсем.

Мунир Ахмедулловичпа Нурия Галимжановна çемье çавăрни çĕртмен 16-мĕшĕнче аллă çул çитнĕ. Мăшăрăн ылтăн туйĕ ял уявĕпе тỹр килнĕрен, аксакалсене ял тăрăхĕн администрацийĕ те, тăван-пĕтенĕсем те, ял çыннисемпе килнĕ хăнасем те саламланă.

Хисеплĕ мăшăр пурнăç çулне чыслăн утса тухнă. Кил хуçи 46 çул хуçалăхра водительте тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн нумай хисеп грамотисемпе паллăсене илме тивĕçнĕ, чылай хутчен районта ăмăрту çĕнтерỹçи пулнă.

Хальхи вăхăтра Ахмедуллинсем тăватă ачипе çеç мар, вунă мăнукĕпе, мăнукĕн ачисемпе савăнса пурăнаççĕ. Ентешсем паллă юбилей ячĕпе саламланă май ватăсене бриллиант туйччен пурăнма сывлăх, телей суннă.

А. Николаева.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика