Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшÿлĕх юманран та çирĕпрех

30 января 2013 г.

Темиçе çул каялла, тĕрĕссипе каласан, Тутар Сăкăтне ĕçлĕ командировкăпа çула тухас та килместчĕ. Кампа курса калаçмаллине те, мĕнле ырă ĕç пирки çырмаллине те пĕлмелле мар. Хуçалăх ахрат çырмине çакланнă вăхăтра халăх пушшех пăлханчĕ. Тĕрĕссипе, чылай вăхăт ялти лару-тăру таканари шыв пек чÿхенсе тăчĕ. Пĕр ушкăн теприне тем туса хума хатĕр темелле. Ĕмĕрĕпе пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннă халăхпа еплерех майпа пĕр чĕлхе тупмалла;

Ялăн проблемисем вара çук мар: шкул строительстви пирки мăкланнă ыйтăва çивĕчлетмелле, ял урамĕсене тирпейлемелле, инфраструктурăпа çыхăннă ытти проблемăсене татса памалла тата ытти те... Нагим Набиуллович Хасянова та çакнашкал ыйтусем канăç паман.

– Чылай чухне ял пуçлăхĕсем, депутатсем те çĕнĕ пукана йышăнас умĕн тĕллевлĕ программа хатĕрлеççĕ. Эпĕ те çĕнĕ должноçа пушă алăпа килмен. Манăн пĕрремĕш тĕллевĕм темиçе ушкăна пайланса пĕтнĕ халăхăмăра пĕр тĕвве çыхасси пулнă. Унсăрăн епле çак тивĕçре ĕçлĕн; Малтанах шкул коллективĕпе, мечĕте çÿрекенсемпе, ытти организаци-учрежденисемпе, фермерсемпе вăя пĕрле пуçтартăмăр. Ялти хисеплĕ аксакалсем вара пирĕн тĕп шăнăр пулса тăчĕç. Халăхпа çывăхланмалли çирĕп ушкăн туса хунă хыççăн паян татса памалли вырăнти ыйтусене тапратрăмăр: ялта пушар хăрушсăрлăхне туса хурасси, кĕрхи-çурхи кунсенче кĕме-тухма çук урамсене çул сарасси, çÿп-çапа тата выльăх каяшĕсене пуçтарса илсе тухасси, халăхăн йăли-мешехине, йăлана кĕнĕ спорт мероприятийĕсене ламран-лама куçарасси тата ытти хăш-пĕр ыйтусем. Пĕрлехи вăйпа аталану çулне суйласа илсе йăнăшмарăмăр темелле. Халĕ пирĕн килĕшÿ чул стенаран та çирĕпрех,– кăмăллăн калаçăва малалла тăсрĕ Нагим Хабиуллович.

Тутар Сăкăтĕнче кирек мĕнле ĕçре кар тăма хатĕр 415 хуçалăхра 1390 çын пурăнать. Хуçалăх арканни ĕмĕрĕпе çакăнта чунтан ĕçлекенсене пăшăрхантарнă.Çапах ял халăхĕ аламаланма тăрăшмасть. Çамрăксен ытларах пайĕ Мускавра ĕçлет. Ыттисем вара май пур таран пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, йышлă выльăх усраса услам тăваççĕ. Ялта çăкăр пĕçерекен пĕчĕк пекарня, çемçе сĕтел-пукан тăвакан цех тулли хăватпа продукци кăларать. Куллен çак предприятине 40-50 çын ĕçе утать. Унсăр пуçне уйрăм çĕр хуçисем те йышлă. 16 фермер хуçалăхĕ районти нихăш ял тăрăхĕнче те çук-тăр.

– Ватăсем калашле, эшкер вăйне пĕччен çĕнме çук. Паян пирĕн ял тăрăхĕ тĕрĕс аталану çулĕ çине тăнă тесе шутлатăп. Халăх кар тăнипех, пĕр-пĕрне ăнланнипех урамсенчи çулсене чылайăшне хамăр вăйпах тирпейлесе пыратпăр. Укçа пуçтарнă чухне никам та турткаланмасть. Çул тени пурне те юн тымарĕ пекех кирлĕ-çке. Бюджет хыснипе те усă куратпăр. Хальхи вăхăтра, сăмахран, виçĕ урама асфальт сармалли проект хатĕр. Ял çумĕнчи кÿлле тĕпрен юсамалли, шыв кĕртмелли проектсем те çилпе вĕçтерсе ямаллисем çеç мар. Çак ыйтусемпе те “пăр тапраннă” темелле,– хăпартлансах калаçăва малалла тăсрĕ ял пуçлăхĕ.

Хура аçтаха çулталăкĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чылай коллектившăн ырă йĕр хăварчĕ. Ку тĕлĕшпе Тутар Сăкăтсем те ăнăçлисен шутĕнче. Иртнĕ çул вĕсем ялта хăйсен вăйĕпе виççĕмĕш мечĕте хута янă. Ял халăхне, уйрăмах çамрăксене ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕ-шĕнчен воспитани парас ĕçре вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕрхи савăнăç кунпа çеç вĕçленмен-ха. Октябрĕн 22-мĕшĕнче 200 вырăнлă вăтам шкул тата 40 шăпăрлан валли садик тăвас ыйту татăлнă. Халĕ кунти стройкăра кулленех хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать.

Редакцинчен: районта тухса тăракан “Авангард” хаçат пуçарăвĕпе йĕркеленĕ “Çулталăк çынни” конкурса хутшăнма комисси тăратнă кандидатсенчен пĕри шăпах ял пуçлăхĕ Н. Хасянов. Кандидатури пирки ырласа çырнă çырусем, шăнкăравсем вăл чăнах та халăхпа пĕр чĕлхе тупнине çи-рĕплетеççĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика