Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ уявĕ - ял тăрăхĕсенче

15 мая 2013 г.

Пăлапуç Пашьел.

Аслă Çĕнтерỹ 68 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ митинга ватти те, вĕтти те йышлăн пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче хисеплĕ ветерансем иккĕн: Николай Христофоров, Лазарь Романов. Василий Мешков вăрçă участникĕ сывлăхне пула уява хутшăнайман. Ветерансемпе тылра ырми-канми тăрăшнă паттăрсене, салтак арăмĕсемпе вăрçă ачисене ял тăрăх пуçлăхĕ В. Никитин чи пĕлтерĕшлĕ те сумлă уяв ячĕпе чун-чĕререн саламланă, пурне те сывлăх, канлĕ те лăпкă пурнăç суннă. Салам сăмахĕпе Федераллă казначейство Управленийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Н. Федоров, Пăлапуç Пашьелĕнчи истори учителĕ Л. Кузьмичева тухса каланă.

Пирĕнпе юнашар çук паттăрсен канлĕхĕшĕн шăп тăнă хыççăн палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă, вăтам шкулта вĕренекенсем вара митинга килнисене концертпа савăнтарнă.

Первомайски.

Ял тăрăхĕ ыттисемпе танлаштарсан пысăках мар пулин те, кунта вăрçă тискерлĕхне хăй куçĕпе курнă виçĕ ветеран çеç пурăнать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă 860 çынран 477-шĕ синкерлĕ шăпине пула çичĕ ютра канлĕх тупнă. Кашнийĕн ячĕ тăванĕсен, хурăнташĕсен асĕнчех. 68 çул каяллахи савăнăçа аса илсе пĕрле пайлама, хисеплĕ ветерансемпе вăрçă вăхăтĕнчи уйрăм хастарсен умĕнче пуç тайма пуçтарăннă та вĕсем палăк умне. Хаяр вăрçă çулĕсенче паттăрлăх кăтартнисене тав туса тата малашнехи пурнăçра мĕнпур ыррине сунса ял тăрăх пуçлăхĕ В. Секретов, район пуçлăхĕ М. Петров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем А. Емельяновпа А. Иванов, Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ В. Чернышев тухса калаçнă.

Уяв кунĕнче савăнăç куççулĕ те, аса илỹсем те пайтах пулнă. Ырă йăла-йĕркепе митинга хутшăннисем палăк умне чечек кăшăлĕсем хурса вăрçăран таврăнайманнисене чысланă.

Тутар Сăкăт.

Фашистла Германие çапса аркатнăранпа 68 çул çитнине халалласа ОБЖ преподавателĕ Н. Хасянов ертсе пынипе вăтам шкулта вĕренекен çамрăк салтаксем хушшинче стройпа юрласа утассипе смотр йĕркеленĕ. Аслă классенчен вуннăмĕшсем чи кăтартуллисем пулнă, вăтаммисенчен жюри членĕсем уйрăмах çиччĕмĕшсен ăсталăхне палăртнă. Уяв митингĕ пысăк кăмăлпа, хавхаланупа иртнĕ. Вăрçă паттăрĕсене Çĕнтерỹ ячĕпе саламласа парнесем панă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика