Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри чи лайăх çемье паллă

02 октября 2015 г.

Çемьери йăла-йĕркене, ăрусем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес, обществăра çемье пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе çулсеренех районта «Çулталăкри чи лайăх çемье» конкурс иртет.

Кăçал ял тăрăхĕсенчи чи лайăх çемьесем сентябрĕн 29-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕн сцени çинче хăйсен ăсталăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи Козловсем, Ехремкассинчи Яковлевсем, Йăлкăшри Павловсем, Ураскилтри Степановсем, Юнтапа ял тăрăхĕнчи Александровсемпе Кондратьевсем тĕрлĕ конкурс витĕр тухрĕç. Çемье пĕлтерĕшне ăнлантарчĕç, ăнăçупа килĕшÿ камран килнине палăртрĕç. Жюри членĕсем кашнинех тивĕçлипе хак пачĕç. Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Тимĕрçкассинчи Алексейпа Любовь Павловсем тата вĕсен виçĕ ачи курма килнисене те, жюрие те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. 5 ачаллă çемье Элĕк районĕн чысне республикăра иртекен «Çулталăкри чи лайăх çемье» конкурсра хÿтĕлĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика