Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автопарксем çĕнелеççĕ

12 февраля 2014 г.

  Хуçалăхсем те, фермерсем те автопарксене çĕнетме тĕрлĕ майсем шыраççĕ: техникăна инвестици кредичĕсемпе те, лизингпа та, харпăр хăй укçи-тенкипе те туянаççĕ.

  Иртнĕ çул районти ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 21 миллион та 900 пин тенкĕлĕх техника туяннă. Çак шутран 12 миллион тенкĕлĕх – инвестици кредичĕсемпе, 9,9 миллион тенкĕлĕх – харпăр хăй шучĕпе.

  «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ пуринчен ытларах тĕрлĕ йышши техника туяннă. Кунта автопарка 4723 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх тĕш тырă пухса кĕртмелли 5450 пин тенкĕ тăракан «Полесье» комбайн туяннă. «Авангард» хуçалăхри автомашинăпа трактор паркне «Вектор-410» комбайн пырса çитнĕ, унăн хакĕ – 4 миллион та 500 пин тенкĕ. «Правда», «Алмаз» хуçалăхсене культиваторсем хушăннă. А.Филиппов, Т.Яковлева, О.Михайлов, О.Митрофанов фермерсем «Беларусь-82» пĕрер трактор туяннă.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика