Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка упра

17 февраля 2017 г.

Районти шкулсенче ют чĕлхе вĕрентекенĕсемшĕн февралĕн 9-мĕшĕнче уçă уроксен фестивалĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие хутшăнма кăмăл тунă вунă педагог Элĕк вăтам шкулне пухăнчĕç.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çула Раççейре - Экологи тата Наци паркĕсемпе заповедникĕсен çулталăкĕ тесе йышăннă. Эпĕ хамăн уçă урока та çак темăпа çыхăнтарма тĕв турăм. 7-мĕш класри ют чĕлхе вĕрентĕвĕн кĕнекинче А. Кузовлев автор Наци паркĕсемпе заповедникĕсем çинчен урок валли сехет уйăрнă. Анчах та автор унта ытларах Америкăпа Англире вырнаçнă çут çанталăк пуянлăхĕсене хÿтĕлемелли çинче чарăнса тăрать. Унти наци паркĕсен историйĕпе паллаштарать.

Эпĕ вара хамăн урокра Раççей наци паркĕсемпе заповедникĕсем çине тимлĕх уйăрма тăрăшрăм. Çак темăна вара ытахальтен суйламарăм. Çакна пирĕн çĕршывра Наци паркĕсем тунăранпа 100 çул çитнипе сăлтавларăм. 1917 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче Буряти республикине кĕрекен Байкал кÿлли хĕрринче Раççей историйĕнче пĕрремĕш заповедник уçнă. Халĕ пирĕн çĕршывра пурĕ Наци паркĕсем 50 шутланаççĕ, 103 заповедник. Заповедниксем çын ури пусман вырăнсемпе палăрса тăраççĕ. Асăннă çĕр лаптăкĕсем çинче ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама, унта пурăнакан тискер кайăксемпе чĕр чунсене хуйхатма юрамасть. Наци паркĕсен территорийĕсем вара ку енчен ирĕклĕ.

Эпир те шкул ачисемпе Раççейре çут çанталăкăн хÿтĕлемелли территорийĕсене «çитсе килме» шутларăмăр. Пĕрремĕшĕ, паллах, Баргузин заповедникĕ пулчĕ, иккĕмĕшĕ - Мускав   çывăхĕнче вырнаçнă «Лосиный Остров» наци паркĕ, виççĕмĕшĕ Шăмăршă районĕнчи «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ.

Урокра вĕренекенсем Наци паркĕпе заповедник хушшинчи пĕрпеклĕхсемпе, уйрăмлăхсемпе паллашрĕç, экологи ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрма вĕренчĕç. Çут çанталăк ырлăхĕпе, çĕр паракан пуянлăхпа тĕрĕс усă курмалли çинчен аса илчĕç.

Çак урокра шкул ачисем хăйсене вĕренÿре кирлĕ нумай çĕнĕ информаци пĕлчĕç. Фестивале хаклакан ятарлă комисси вара мана «Тĕпчев урокĕ» номинаци çĕнтерÿçи тесе палăртрĕ.

Альбина ВАСИЛЬЕВА,

Чăваш Сурăм шкулĕн ют чĕлхе вĕрентекенĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика