Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ

17 февраля 2017 г.

Иртнĕ ĕмĕрте вăрçă ачисен пурнăç шăпи ытла та йывăр пулнă. Çул çитмен ачасен виçесĕр йывăр ĕçсем тума тивнĕ. Колхозсем анчах йĕркеленнĕ çулсенче Мартынкасси ялĕнче çуралнă Юлия Матвеева (ăна та асăннă ушкăна кĕртмелле). Юлия Мартынкассинчи 7 класс вĕренмелли шкулта пĕлÿ илет. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех ашшĕ унта ăсанать. Килти пурнăç йывăрланать. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсене, пĕчĕк ачасем пулсан та, патшалăх нарячĕсене пурнăçлама ирĕке ĕçлеме янă. 9-11 çулхи ачасем хăйсем тĕллĕн пурăннă. Юрать-ха, ялта кукашшĕпе асламăшĕ пурăннă. Вĕсем асăрхаса тăнă ăна, май килнĕ таран пулăшнă. Ачасем килте выльăх- чĕрлĕх пăхнă, пÿрте хутса ăшăтма тата хĕл каçмалăх пахча хыçĕнчи вăрманта вутă хатĕрленĕ, хуçалăхри ытти ĕçсене те пурнăçланă.

Ашшĕ 1942 çулта вăрçăран сылтăм аллине амантса таврăнать. Юлия 6-мĕш класс пĕтерсен вĕсен килĕнче пысăк инкек сиксе тухать. Кладовщикра ĕçлекен ашшĕне хутсем йĕркеллĕ пулманран айăпласа 10 çуллăха тĕрмене лартаççĕ. Амăшĕ вăрмантан ĕçлесе таврăннă хыççăн хул-çурăмне çемçетме тесе кăмака çине сăмакун лартнă пулнă. Ăнсăртран вĕсем патне милиционер пырса кĕрет те çав сăмакуна тупса протокол çырать. Хĕрарăма çур литр сăмакуншăн 2 çуллăха хупаççĕ. Килте каллех икĕ ача пĕчченех юлаççĕ. Хуçалăха тытса пыма ачасене питĕ йывăр пулнă. Апат-çимĕç, çи-пуç илме укçа-тенкĕ çитсе пыман, юрать-ха куккăшĕ пур, вăл пулăшнă. Юлия 6 класс пĕтернĕ хыççăн килти йывăр пурнăçа пула малалла вĕренме каяймасть, 14 çулхи хĕрача ялти сысна фермине вырнаçать. Кунта пур ĕçе та алă вăйĕпе пурнăçланă. Çутă та пулман. Сысна апатне лаçра мăн хуранпа пĕçернĕ. Вутăран та хĕсĕкрех пулнăран ял хушшинчи çырмаран алă пăчкипе ватă йывăçсене касса татса вутă хатĕрленĕ. Çитĕнсе те çитмен çамрăк хĕрача 4 çул тертленсе ĕçленĕ хыççăн фермăран пăрахать, бригадăна куçать. Кунта та çăмăлах пулман. Çапах та лашапа суха тунă, утă çулсан, тырă вырсан йĕтем çине турттарнă. Тырă миххисем йывăр пулнă, хĕрача вĕсене йăтнă. Хĕллехи вăхăтра та ĕçсĕр ларман, вăрмантан фермăна вутă турттарнă. 24 çул тултарсан Энехмет ялĕнчи Александр Матвеевпа çемье чăмартаççĕ. Çемьере йыш та умлă-хыçлах хушăнса пырать. Аслине - Марина, кĕçĕннине Борис ят параççĕ. Паянхи куна иккĕшĕ те çемьеллĕ. Мăнукĕсем те улттă таранах, пĕр кĕçĕн мăнук та пур Юлия Абрамовнăн.

Юля Матвеева мăшăрĕпе иккĕшĕ те малтан «Восход» хуçалăхра, унтан «Сорминский» совхозра ĕçленĕ. Килте те вĕсем яланах йышлă выльăх тытнă. Икĕ ĕне пулнă, ытлашши сĕте патшалăха парса услам тунă. Шел, упăшки пенси çине тухсан нумаях пурăнаймасть.

Ĕçри хастарлăхшăн панă Хисеп, Тав хучĕсем те нумай унăн. Йывăрлăхра пуçа усман хĕрарăма темиçе хутчен те Мартынкасси ял Совечĕн депутатне суйланă.

Хура-шурне самаях курма тивнĕ хĕрарăмăн. Çулсем шăваç пулин те паянхи пурнăçра мĕн пулса иртнине пĕлсех тăрать вăл. Пичет кăларăмĕсемпе туслă, «Пурнăç çулĕпе», «Хушма-хуçалăх» хаçатсене çырăнать. «Наци» радиовĕпе паракан хыпарсене те итлет, телевизорпа «Время» передачăна пăхма юратать.

В.АРХИПОВ,

Мартынкасси ялĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика