Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет интереслĕ, çапах та…

11 ноября 2016 г.

Иртнĕ кунсенче Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче ачасен пурнăçĕн хăрушсăрлăх никĕсне çирĕплетес тĕллевпе уçă урок иртрĕ. Мероприяти Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи И.Б.Моторин кăтартнипе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕчĕ. Урока ют чĕлхе вĕрентекенĕ А.М.Васильева тата ÿнер учителĕ З.В.Данилова йĕркелесе ертсе пычĕç. Урок теми - «Интернет интереслĕ, çапах та...».

Ку темăна ют чĕлхесен вĕренÿ кĕнекине хатĕрлекен авторсем 5-мĕш класра пĕлÿ илекенсен вĕренÿ программине кĕртнĕ. Урокăн тĕп тĕллевĕ - ачасене Интернетпа усă курнă чухне сиксе тухакан хăрушлăхран асăрхаттарса сыхласси. Вĕсене ырăпа усала уйăрма вĕрентесси тата хăрушсăрлăх сисĕмне аталантарасси. Асăннă урокра шкул ачисем Интернетпа усă курнă чухне яланах асра тытмалли сĕнÿсемпе паллашрĕç, вĕсене пăхăнманни мĕн патне илсе çитерме пултарнине тишкерчĕç. Çула çитмен çамрăкăн чи малтанах çакна асра тытмалла: ют çынна хăвăн адресна, кĕсье телефонĕн номерне пама юрамасть. Иккĕмĕшĕ - хăвăн сăн ÿкерчĕке Интернета кăларса хуни те хăрушсăрлăх енчен тимлĕхе çухатнине палăртать. Виççĕмĕшĕ - палламан çынсем патне аслисемпе канашламасăр смс-хыпар çырма юрамасть.

Урок вĕçĕнче вĕренекенсем Интернетăн лайăх тата япăх енĕсене хак пама икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Хăйсен шухăш-кăмăлне вĕсем таса хут çинче сарă кăранташсемпе усă курса уçса пачĕç. Ку вăл хăйне евĕрлĕ ĕç проекчĕ пулса тăчĕ. Хатĕрлесе çитернĕ проектсене ачасем класс умĕнче хÿтĕлерĕç.

Çак уçă урок вĕренекенсен тавракурăмне анлăлатма пулăшрĕ. Кунсерен Интернетпа усă куракансем те çÿлерех асăннă хăрушсăрлăх сĕнĕвĕсене шута илессе шанас килет.

Альбина ВАСИЛЬЕВА, Зоя ДАНИЛОВА,

вĕрентекенсем.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика