Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿпе таврăнтăмăр

25 октября 2016 г.

Чăваш Енре кадет вĕренĕвĕ икĕ енлĕ аталанать: кадет класĕсене уçасси тата ахаль вĕренÿ учрежденийĕсенче кадет класĕсене аталантарасси. 2016-2017 çулхи вĕренÿ çулĕнче Чăваш Сурăм шкулĕнчи 6-мĕш классем те кадет пĕлĕвĕ илме пуçларĕç. Кадет класĕ уçăлнăранпа хĕрачасемпе арçын ачасем республикăри конкурссенче те палăрма ĕлкĕрчĕç.

Октябрĕн 20-мĕшĕнче çитĕнсе пыракан ăрăва гражданла тата патриотла воспитани парас тĕллевпе Улатăр хулинче Раççейри Тинĕс-Çар флочĕн çуралнă кунне халалласа республикăри конкурс-фестиваль иртрĕ. Ăна тинĕс пехотин ветеранĕсем, «Раççей патриочĕсем» орден кавалерĕсем, Улатăрти «Ушаковцы» çарпа патриот клубĕн ертÿçи Дмитрий Макаров йĕркеленĕ. Çамрăк армеецсен уйрăмĕсем, çарпа патриот клубĕсем, республикăри районсемпе хуласенчи вĕренÿ учрежденийĕсен кадет класĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Сурăмĕнчи кадет класĕ те хастарлăхпа палăрчĕ. Дмитрий Васильев командир, Наталия Григорьевăпа Егор Николаев, Александра Тихоновăпа Станислав Порфирьев уйрăм командирĕсем ертсе пыракан ушкăн виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç.

Тин çеç ура çине тăракан кадет класĕн çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех. Ноябрь уйăхĕнче «Кĕркуннехи кадет тĕрĕслевĕ» республикăри смотр-конкурс иртет. Эпир унта хамăр район тата Чăваш Сурăм шкул чысне тивĕçлипе хÿтĕлеме хатĕр.

Константин ГРОМОВ, кадет класĕн ертÿçи.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика