Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх çыннисене ялан хисепленĕ

02 сентября 2013 г.

Çак кунсенче Тури Хурасанти Надежда Осипова 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна 
район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев тата 
ыттисем саламларĕç.

Н.Осипова Тури Хурасанта 1923 çулхи августăн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ачаллах 
колхоз ĕçĕпе туслашнă. Хăйĕн пурнăçне вăл «Сорма» хуçалăхпа çыхăнтарнă. Унăн 
пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 50 çул. 1953 çулта Ирина хĕрне кун çути парнеленĕ. Ăна 
тивĕçлĕ воспитани пама пултарнă. Надежда Осиповна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа 
ĕçленĕшĕн медальсене тивĕçнĕ.

Çывăх çыннисене, тăванĕсене чун-чĕререн юратни тата хисеплени пурнăçри 
йывăрлăхсене сирме пулăшнă. Халĕ вăл кашни çутă куна савăнса ирттерет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика