Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул сараççĕ

21 октября 2016 г.

Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансене тахçантанпах çул ыйтăвĕ канăç памасть. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче Элĕк салине тухмалли тăхăр çухрăмлă çул питех те япăхланса çитет. Кунта пурăнакансен кĕркуннепе çуркунне автотранспорта тавран çÿретме тивет. Чарăну патĕнчен ял еннелле тинех çула çĕнетме пуçланă. Çĕнетме палăртнă лаптăк пысăках мар пулин те, çапах та савăнтарать. Вĕтĕ чул сарса хытарнă ĕнтĕ, кĕçех асфальт хурса ăна якатасси те вĕçленĕ. Яра куна 7 техника ку енĕпе тăрăшать. Çула пĕтĕмĕшле çĕнетмеççĕ, унăн тăршшĕ - 905 метр çеç. Ăна сарса тухма 3 миллион та 700 пин тенкĕ уйăрнă. Çитес вăхăтра ку ĕçе вĕçлеме палăртнă. Асфальт сарассипе икĕ организаци - Элĕкри «Алиководорстрой» хупă акционерлă общество тата Çĕрпÿри «Воддорстрой» - общество ĕçлет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика