Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илемшĕн тăрăшрĕç («Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

22 апреля 2016 г.

Пирĕн Кĕçĕн Тăван ялĕн çыннисем иртнĕ канмалли кунсенче «Чи таса ялшăн» девизпа ĕçлерĕç.

Лавкка таврашĕнчи çÿп-çапа пухса çунтартăмăр. Центр вырăннех шутланакан лапама та тасатса тирпейлерĕмĕр. Вырăнти хĕрарăмсен канашне çÿрекенсем тăрăшуллă пулнине уйрăмах палăртас килет. Кусем - Анна Бурмистрова, Валентина Силивестрова, Светлана Матьянова, Зинаида Петрова, Роза Маркелова, Раиса Григорьева. Арçынсем те вĕсенчен аякра юлмарĕç. Анатолийпа Николай Платоновсем, Владимир Андреев, Михаил Михайлов, çавăн пекех Тавăт шкулĕнче вĕренекен Александр Архипов хастарлăх кăтартрĕç.

Шарыпкăра пурăнакансем иккĕмĕш кунхине те кирлĕ те усăллă ĕçре пулчĕç. Урама тирпей-илем кÿчĕç. Ял айккинчи çырмара та йĕрке турĕç. Елизавета Матьяновăна асăнма уйрăмах кăмăллă. Вăл пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартса ĕçлерĕ. Алиса Федорова, Никита Дмитриев, Александр Дмитриев вĕренекенсем те аслисенчен юлмарĕç. Олег Николаев- па Геннадий Вавилов та хастар ĕçлерĕç. Ял çыннисем тăван кĕтесе тирпей-илем енĕпе малашне те пăхса тăма пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика