Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕ: вăрçă паттăрĕсем тимлĕхсĕр ан юлччăр.(«Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

20 марта 2015 г.

Тавăт ял тăрăхĕ :

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутпчĕ «Санаторий» Чăваш Ен курорт» обществăн генеральнăй директорĕ Николай Ванеркин Хирлепуç тата Шураç ялĕсенче, Тавăтри вăтам шкулта пулчĕç. Николай Ванеркин республика аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. «2015 çулта бюдже тполитикин тĕп задачи – республика бюджетне шайлаштарасси тата Чăваш Ен Правительстви йышăннă обязательстăсене пĕтĕмĕшпех пурнăçласси» - терĕ Николай Григорьевич

     Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов пухăннисене çурхи уй- хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрленни çичен каласа пачĕ. Палăртнă лаптăксене акса хăварма районта вăрлăх çителĕклĕ. Мартăн 16 – мĕш тĕлне илсен, кондициллĕ вăрлăх 78 процент е 1422 тонна, минераллă удобренисене 424 тонна туяннă(51 процент), дизель топливи 152 тонна (80 процент) кӳрсе килнĕ. Хĕрӳ тапхăра хатĕрленсе ирттерме пурĕ 40 миллион тенкĕ кирлĕ, çав шутран кивçен укçа – тенкĕ 22 миллион тенкĕ.

   «Аслă Ҫĕнтерӳ 70 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илесси – кашни таса тивĕçĕ. Вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, салтак арăмĕсене – пурне те манмалла мар», - терĕ Александр Куликов. Ку енĕпе районта мероприятисем те сахал мар иртереççĕ.Хирлеппуç ялĕнче пурăнакансем вырăнти влаçа çĕнĕ палăк вырнаçтарма сĕнчĕ. Тавăт ял тăрăхĕнче пурăнакансем сĕт хакĕпе, çул –йĕр строительствипе, Шураç клубне юсассипе интересленчĕ. Ял çыннисем пур ыйтусем çине те хурав илнĕ.

Источник: ( Аликовская районная газета «Пурнăç çулĕпе»)

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика